Нÿрĕк çителĕклĕ-ши?

Иртнĕ çулсенче, Совет Союзĕ пулнă чухне, пирĕн çĕршывра, вăтам тăрăхра, çулла, ÿсен-тăран ÿснĕ тапхăрта пĕр тăваткал метр çĕр çине 400 мм хулăнăш нÿрĕк ÿкнĕ. Манăн ыйту вара çакăн пек: пирĕн республикăра иртнĕ 2015 çулта, çулла, çак цифра вăтамран миçепе танлашнă-ши? Елчĕк районĕнче мĕнлерех пулнă?

Владимир МОСКОВСКИЙ.

Елчĕк районĕ.

Ыйтусене Чăваш гидрометцентрăн агрометеорологĕ Ирина Витальевна Сорокина хуравларĕ.

Чи малтанах вăтам тăрăхра пĕр тăваткал метра тивĕçекен нÿрĕк виçи пирки ăнлантарса парас тетĕп. Раççейĕн вăтам тăрăхне питĕ пысăк анлăш кĕрет. Çĕршывăн Европа пайĕ, Урал тăрăхĕ, т. ыт. те. Паллах, тĕрлĕ çĕрте нÿрĕк тĕрлĕрен ÿкет, Самарăра пĕр пек, Калугăра пачах урăхла. 400 мм вăтам кăтарту — çулталăкра ÿкекен нÿрĕклĕх виçи. Нÿрĕк хĕлле, е кĕркунне-çуркунне ытларах ÿкме пултарать.

Çулталăкра 1971-2000 çулсенче Патăрьел енче /Елчĕк районĕн уйрăм кăтартăвĕ çук/ вăтамран пĕр тăваткал метр çĕр çине 495 мм нÿрĕк ÿкнĕ. 2001 çул хыççăн çулталăкра ÿкекен нÿрĕк виçи пĕчĕкленсе пыни палăрать. Патăрьел-Елчĕк тăрăхĕнче çулталăкри вăтам кăтарту 2013 çулта — 420 мм, 2014 çулта — 300 мм, 2015 çулта 340 мм пулнă. Çакă, паллах, пĕтĕмĕшле çулталăк кăтартăвĕ. Республикăн çурçĕр районĕсенче ку кăтарту урăхларах — 400 мм нÿрĕк пĕр тăваткал метра.

Çуллахи тапхăрта республикăн кăнтăр районĕсенче кăçал апрельте нÿрĕк нормăран 1,5 хут ытларах ÿкнĕ. Ÿсен-тăрана шăтса ÿсме аван пулнă. Майра вара нÿрĕк сахал ÿкнĕ, кирлин 25% çеç. Июньте нормăн 40% нÿрĕк çĕре ÿкнĕ. Июлĕн 9-мĕшĕнче çунă çумăр 3 декада нормине туллиех тивĕçтерчĕ. Çĕре кирлĕ нÿрĕк халĕ çителĕклĕ теме пулать. Июльти çумăр ял хуçалăхĕшĕн пысăк усă кÿнине палăртмалла. Тĕштырă, çĕрулми лайăх пулас шанчăк ÿсрĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.