Ыйту-хурав

18 Çу, 2017

Ферма сĕчĕ ăçта каять?

- Хисеплĕ хаçатăмăр! Сирĕн пата Пучинке ялĕнчен чун ыратнипе çыратпăр. Ялта хуçалăхăн пăру вити пур. Унти çамрăк выльăхсем выçăпа вилеççĕ. Çав хушăрах фермăра ĕçлекенсем ирĕн-каçăн килĕсене сĕт йăтаççĕ. Ертÿçĕ çакна пĕлет, анчах курмăш тăвать. Мĕншĕн тесен лешсем ĕçрен каяссипе хăратаççĕ. Пĕр доярка кунне 90 л сĕт вăрласан пăрусен мĕнпе ÿсмелле?

Ял çыннисем.

Йĕпреç районĕ.

17 Çу, 2017

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче халăхран йышăннă ыйтусен хуравĕсем

- Çуралнă чухнех чĕре ĕçĕ тĕлĕшпе кăлтăклă ачасене консультаци илме те Хусана, Пензăна илсе çÿреме тивет. Çак профильпе медицина специалисчĕсем çынсене хăçан Шупашкартах йышăнма пуçлĕç?

Улатăр хулинче пурăнакансем.

27 Ака, 2017

Мĕнле чир-ши?

Нÿхреп стени 7-8 çул темле хăмăр тĕслĕ пăнтăхпа витĕнет. Малтан пĕр кĕтесре çеçчĕ, халĕ ытти çĕре те куçрĕ. Эпĕ ăна кашни çулах извеçпе пăхăр купоросĕн хутăшĕпе сăрлатăп. Е шашка çунтаратăп. Мĕнле чир-ши вăл? Ăна пĕтерме пулать-ши?

Наталья МИХАЙЛОВА. Çĕнĕ Шупашкар хули.

Хуравпа паллашас...

 

30 Пуш, 2017

Вĕрене сĕткенĕ юхтарар-и?

Хурăн шывне ача чухне юхтарса ĕçеттĕмĕр. Пуртăпа касса хурăн хуппине сирсе уçакансем те пурччĕ. Йывăç суранĕ темчченех сипленейместчĕ, шывланса хĕрелсех каятчĕ çав тĕл. Халĕ çавнашкал хăтланнине асăрхаман.

Вĕрене шывне те юхтарнине пĕлетĕп. Вăл сиплĕ теççĕ. Ăна мĕнле илмелли йĕркепе паллаштараймăр-ши?

Вячеслав ГРАЧЕВ.

Çĕмĕрле районĕ.

15 Пуш, 2017

Çынсене мĕн пăшăрхантарать

Нарăсăн 15-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче граждансенчен йышăннă ыйтусен хуравĕсем

Пире сĕте сутăн илмелли хак пĕчĕкки пăшăрхантарать. Элĕк районĕнчи Йăранар, Тавăт, Мăн Карачурара тата ытти ялта пурăнакансем.

Pages