Ферма сĕчĕ ăçта каять?
- Хисеплĕ хаçатăмăр! Сирĕн пата Пучинке ялĕнчен чун ыратнипе çыратпăр. Ялта хуçалăхăн пăру вити пур. Унти çамрăк выльăхсем выçăпа вилеççĕ. Çав хушăрах фермăра ĕçлекенсем ирĕн-каçăн килĕсене сĕт йăтаççĕ. Ертÿçĕ çакна пĕлет, анчах курмăш тăвать. Мĕншĕн тесен лешсем ĕçрен каяссипе хăратаççĕ. Пĕр доярка кунне 90 л сĕт вăрласан пăрусен мĕнпе ÿсмелле?
Ял çыннисем.
Йĕпреç районĕ.
Ыйтăва Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» хуçалăх ертÿçи Николай Иванов хуравлать:
— Çырура тĕрĕсси те, ÿстерсе çырни те пур. Хуçалăхра 1 пин ытла ĕне выльăх. Паллах, йышлă выльăх хушшинче вилмесĕрех пулмасть: чир-чĕр, сусăр çурални, кĕтмен инкек тата ытти те. Анчах пăрусем халиччен выçă вилнĕ тĕслĕх пулман-ха. Вĕсене тăрантармалăх сĕт яланах хăваратпăр.
Алăри пÿрнесем те пĕр пек мар. Пирĕн 400 ĕнене 16 доярка пăхать. Пĕрлехи пурлăха упрамалла пек. Анчах пĕр кашăк тикĕт пичкери пыла вараланă тенĕ. Пытармалли çук, вĕсен хушшинче вăрлакансем те, таса чунлисем те пур. Кукăр алăллисем 1,5-5 литрлă бутылкăсемпе вăрттăн сĕт йăтаççĕ. Вĕсене хирĕç кĕрешме çăмăл мар. Право органне чĕнтерсе куллен тенĕн рейда тухатпăр. Хăш-пĕрне алăран тытса кăларса яни те пулнă. Анчах кун пек чухне сараппан радиовĕ хăвăрт сарăлать, тĕрĕслев кунĕнче пĕр-пĕрне систереççĕ, фермăран пушă алăпах тухаççĕ. Кун хыççăн пĕр вăхăт чарăнаççĕ, унтан каллех çĕклеме тытăнаççĕ. Кашнин çумне хурал тăратаймастăн çав. Камсем çапла хăт-ланнине те пĕлетĕп. Малалла вулас...