Дипломати ĕçченĕн кунĕ
Нарăсăн 10-мĕшĕнче Раççейре Дипломати ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Çак професси уявне хăçан тата мĕн сăлтавпа çирĕплетнĕ?
С.КРАСНОВ.
Канаш районĕ.

Професси уявне РФ Президенчĕн 2002 çулхи указĕпе çирĕплетнĕ. Дипломати ĕçченĕн кунне çĕршыв шайĕнче паллă тума йышăнни патшалăхшăн тулаш политика ыйтăвĕсем пĕлтерĕшлине, дипломат профессийĕн сумĕ пысăккине çирĕплетеççĕ.

Уява нарăсăн 10-мĕшĕнче паллă тума йышăнни те ăнсăртран мар. Шăпах çак кун 1549 çулта Посол приказĕ — патшалăхри ют çĕршыв ĕçĕсене туса пыракан тытăм — çинчен асăнни тĕл пулать. Паллах, Раççейре тулаш политика ĕç-хĕлне чылай маларахри çулсенче те пурнăçланă. Авалхи Вырăс патшалăхĕ IX ĕмĕртех Европăри халăхсен хутшăнăвне йĕркелеме тÿпе хывнă.

Тулаш политика историйĕнче I Петĕр тата Кĕтерне патша вăхăтĕнчи тапхăр пысăк вырăн йышăнать. Çурçĕр вăрçинче çĕнтерни, I Петĕр 1721 çулта император титулне илни пирĕн çĕршыв тĕнче шайĕнчи пĕлтерĕшне улшăнусем кĕртнине пĕлтернĕ. Çакна çирĕплетекенни — тĕнчери вăйлă аталаннă патшалăхсенче яланхи дипломати миссийĕсене йĕркелени. 1718-1720 çулсенче Посол приказĕнчен Ют ĕçсен коллегине туса хунă.

II Кĕтерне вăхăтĕнче Вырăс Çарĕн пысăк çĕнтерĕвĕсене дипломатсен ăнăçлă ĕçĕсем те вăй кĕртнĕ. Çав çулсенче çар çыннисем тата дипломатсем тăрăшнипе Крыма Раççей йышне кĕртме, Хура тинĕсре карапсене ирĕклĕ çÿретме, Кăнтăр-Хĕвеланăç тата Анăç Руçе Раççейпе пĕрлештерме, Балканра славян халăхĕсене хÿтĕлеме, Кавказ енне куçма май килнĕ.

1917 çулхи Октябрь революцийĕ хыççăн Тăван çĕршывăн тулаш политика историйĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă. Ют çĕршыв ĕçĕсен халăх комиссариачĕ йĕркеленнĕ. Ăна В.Молотов ертсе пынă. Дипломати ĕçченĕсене вĕрентсе хатĕрлеме 1939 çулта Дипломатин аслă шкулне уçнă, 1944 çулта университет никĕсленĕ. 1946 çулта Халăх комиссариатĕнчен Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствине туса хунă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче, каярахри çулсенче те дипломатсем тăрăшнипе СССРпа туслă çыхăну тытма килĕшнĕ патшалăхсен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. Çавăн пекех дипломатсем вăрçă хыççăн тăнăç пурнăçа çирĕплетессишĕн, хĕç-пăшалпа усă курма чарассишĕн нумай тăрăшнă.

«Çĕнйĕркелÿ» саманинче министерствăра пысăк улшăнусем пулса иртнĕ, ертÿçĕсен тытăмĕ, посолсен корпусĕ çĕнелнĕ. 1991 çулта СССР Тулаш хутшăнусен министерстви туса хунă. Вăл çавăн пекех Тулаш экономика çыхăнăвĕсен министерствин тивĕçĕсене пурнăçласа пынă. Совет Союзĕ арканнă хыççăн ку тытăм ĕçĕ чарăнса ларнă. Раççей Федерацийĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерстви йĕркеленнĕ.

Хальхи вăхăтра Раççейĕн тулаш политика стратегийĕ Раççей Федерацийĕн тулаш политика концепцийĕ çинче никĕсленет. Тĕп принципсен шутĕнче — уççăнлăх, наци интересĕсене хÿтĕлесси.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.