Пĕлтерĕшне пĕлесчĕ

Вăрлăх туяннă чухне хутаçсем çинче час-часах эпир ăнланса çитереймен сăмахсем тĕл пулаççĕ. Хăшне-пĕрне ăнлантарса параймăр-ши? Тĕслĕхрен, «детерминатный» сăмах мĕне пĕлтерет?

Людмила ШМАКОВА.

Елчĕк районĕ.

«Детерминатный» тата «индетерминатный» сăмахсем помидор вăррин хутаçĕсем çинче ытларах тĕл пулаççĕ. Детерминатный — çÿллĕ ÿсмест тенине пĕлтерет. Помидор çеçки 70 см яхăн çитĕнет, вăйлă туратланмасть. Вĕсене ирĕкре ÿстерме аван. Индетерминатный помидорсем çÿллĕ çитĕнеççĕ, вăйлă туратланаççĕ. Вĕсене теплицăра çитĕнтерни тĕрĕсрех, çÿллĕ ÿсекеннисенне тăтăшах турачĕсене иртмелле.

Пормидорăн аçа тата ама чечексем çук. Ар вăрлăхĕсем пĕр çеçке çинчех, хăйсемех шăркаланса пĕтĕçленеççĕ, çимĕç параççĕ. Помидора вăрăран калча çитĕнтерсе ĕрчететпĕр. Вăл туратран та лайăх чĕрĕлет. Ăнсăртран хуçăлнă калчана пăрахăçламалла мар. Турата «Корневин» хушнă шывра 4-5 сехет лартмалла, унтан — тăпрана. Вăл хăвăртах тымарланĕ. Çак мелпе калча сахалрах чухне те усă курма пулать. Туратран ĕрчетнине «вегетативное размножение» сăмахсем çирĕплетеççĕ.

Штамблă /штрамбовое/ помидор — детерминатный текеннисемпе пĕр пекрех çитĕнет. Штамбовăйсем çÿллĕ ÿсмеççĕ, туратланмаççĕ, сарăлса каймаççĕ. Вĕсене ирĕкре çитĕнтерме аван. Пĕр тунапа çеç çитĕннĕ майăн вырăн нумай йышăнмаççĕ, тĕмсем хушшине ансăр хăвармалла, йăрана ытларах тĕм вырнаçать. Хăвăрт çитĕнсе çимĕç параççĕ. Кунашкал помидорсене пÿлĕмре е ирĕкре куршакра çитĕнтерекенсем те пур.

Хăяр вăрри хутаçĕ çинче «партенокарпические», «пчелоопыляемые», «пучковые» сăмахсем тĕл пулаççĕ. Хăярăн аçа тата ама чечексем пур. Вĕлле хурчĕ пулăшнипе тĕвĕленсе çимĕç ÿстерекеннисем «пчелоопыляемые» иккенне ăнланатпăр-ха. «Партенокарпический» — чечек пĕтĕçленмесĕрех çимĕç ÿстерме пултаракан хăяр сорчĕ е гибричĕ. Çимĕçĕн ăшĕнче вăрăн пушă хутаççисем çеç е вуçех çук. Самоопыляемые тени вара хăйсем тĕллĕнех пĕтĕçленсе тĕвĕленнине пĕлтерет. Ирĕкре çитĕнтерес тесен вĕлле хурчĕ тĕвĕлентерекеннине суйласан лайăхрах. Вĕсем тутлăрах, хакĕ те йÿнĕрех. Хăяра тĕкĕлтура та, шăна-сăпса та тĕвĕленме пулăшаççĕ. «Партенокарпика» теплицăсене лартмалла. Ирĕкре пулсан вĕсем çине те вĕлле хурчĕ ларса пĕтĕçлентерет, кун пек чухне çимĕç чалăш-чĕлĕш çитĕнет, кукăрăлса ларать.

«Пучковые» — кунашкал хăярăн чечекĕ йышлă пулать, вĕсенчен чылайăшĕ тĕвĕленсе ÿсет, пĕр çыхăран темиçе хăяр татса пуçтарма пулать.

Гибрид — ÿсен-тăранăн тĕрлĕ сортне пĕтĕçлентерсе туса илнĕ вăрлăх. Гибрид вăррине аксан ÿсен-тăран ÿсет, çимĕç парать, анчах унран хăварнă вăрлăх амăшĕн пахалăхне çухатать. Лайăх тухăç илнĕ хăяр гибричĕнчен вăрлăх хăварнин усси сахалрах. Аксан шăтса тухсан та пачах çимĕç памасса та пултарать. Килте вăрлăх хатĕрлес тесен гибрид туянмалла мар.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.