Комментари хушас

2 Пуш, 2017

«Каçхи лĕпĕшсемпе» пÿрт лартмалăх укçа пĕтерчĕ»

Ырă кун, хисеплĕ редакци! Сирĕн хаçата тахçантанпах çырăнса илетĕп. Пăшăрхантаракан ыйтăва специалистпа сÿтсе явма май пурри уйрăмах кăмăла каять. Манăн çырăва сексолог хуравласса шанатăп.

Эпĕ çакна ăнланмастăп: арçынсем хăйсен ÿтне сутакан хĕр-хĕрарăм патне мĕншĕн каяççĕ? Манăн шăллăм Андрей пур, çамрăк мар ĕнтĕ, 38 çулта. Пĕр хутчен авланчĕ, çур çултанах уйрăлчĕ. Арăмне шанмарĕ вăл, лешĕ ăна улталанă тесе шухăшларĕ, вахта мелĕпе аякри хулара ĕçленĕ чухне урăх арçынран çие хăварнă-мĕн. Тен, чăнах та çапла, çирĕплетсе калаймастăп. Анчах Андрейăн арăмĕ алимент шыраса илмест, ывăлĕпе курнăçма чарать. Кăштах вăхăт иртнĕ хыççăн шăллăм Маринăпа пурăнма тытăнчĕ. Анчах пурнăçĕ каллех ăнмарĕ. Марина унпа усă курнă иккен. Ĕçлесе илнĕ мĕн пур укçине Андрей ăна панă, хаклă парнесемпе иртĕхтернĕ. Маринăпа ачи унăн ĕнси çинче аванах пурăннă. Çапах хĕрарăм çакна хаклама пĕлмен, пĕрремĕш упăшки патне таврăннă. Тăванăм питĕ кулянчĕ, хăйне пăрахнине питĕ йывăррăн йышăнчĕ. Кун хыççăн 7 çул иртрĕ. Шăллăм савни тупмарĕ, никампа та çÿремерĕ. Вăл халĕ те Мускавра ĕçлет. Унтан таврăнсан аннепе ялта пурăнать. Тар тăкса ĕçлесе илнĕ шалăвне вара йăпану валли тăкаклать, юлташĕсемпе, «каçхи лĕпĕшсемпе» вĕçĕмех мунчара канать. Пĕррехинче вăл хăй каларĕ: «Çăмăлттай хĕрсемпе çÿресе «тăкнă» укçа пÿрт çĕклеме çитетчĕ», — терĕ. Тискер сăнлă е мăн хырăмлă нĕрсĕр арçын пулнă тăк ăнланăттăмччĕ: хитре те çамрăк кĕлеткеллĕ чиперккепе вырăн ăшăтас килетех. Андрей нумай хĕре килĕшнине пĕлетĕп. Эрех ĕçмест, пирус туртмасть, тасалăха юратать вăл, сăнран та чипер… Пĕррехинче ман пата уншăн çунакан пĕр пике шăнкăравларĕ, Андрей телефон тытманнине, унпа калаçасшăн маррине йĕре-йĕре каларĕ. Мĕн хистет-ха ăслă, чипер хусаха укçалла юрату шырама? Унашкал «лĕпĕшсене» алăпа перĕнме те хăрушă вĕт! Кунсерен миçе арçын вĕсен кĕлеткипе усă курать. Савăшмашкăн хĕрарăм тупма халĕ йывăр мар-çке. Юратнă арçыннине киленÿ парнелеме хатĕр йĕркеллĕ хĕр-хĕрарăм пайтах. Кĕлеткене юххасене укçа парса кантарни айванлăх мар-ши?

АННА.

Вулакан çырăвне медицина наукисен кандидачĕ Михаил СЕРГЕЕВ психотерапевт-сексолог / www.psihoterapevthelp.ru/ хуравлать. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.