Потребителе

27 Раштав, 2019

Асăрханăр: ултавçăсем!

Юридици пулăшăвĕпе тивĕçтерекен хăш-пĕр организаци граждансене Пенси фончĕн органĕсем валли пенси ÿстерме май пуррине шантарса суя çырусем хатĕрлеме пулăшать. Тĕслĕхрен, институтра вĕреннĕ çулсене стажа кĕртсен пенси хăпарать тесе ĕнентереççĕ. Вĕсен ĕçĕ вара йÿнĕ мар: вуншар пин тенкĕрен те иртет.

9 Раштав, 2019

Сивĕ садик, çулсăр микрорайон…

Шупашкар районĕнчи Тутаркассинчи садикре сивĕ — ачасем шăнаççĕ. Унта блок-модуль котельнăйне хута яма палăртнă, анчах ĕçе вĕçне çитермен-ха. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура сăмах хускалчĕ.

6 Раштав, 2019

Михаил ИГНАТЬЕВ: Тивĕçе таса чунпа пурнăçлăпăр

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене Наци радиовĕн тата «Тăван радион» «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче хуравларĕ. Калаçу хальхинче çĕнĕ форматпа иртрĕ: микрофон умĕнче «Хыпар» тата «Советская Чувашия» хаçат журналисчĕсем те пулчĕç. Тепĕр майлă каласан, хăйсене пăшăрхантарнине пирĕн вулаканăмăрсем те республика ертÿçи пулăшнипе уçăмлатма пултарчĕç.

6 Раштав, 2019

Министр хуравлать

Паян, раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче, 15-17 сехетсенче Чăваш Ен Информполитика министерствин медиацентрĕнче ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев халăх ыйтăвĕсене хуравлĕ.

Pages