Кашни килтех питĕ кивĕ сăн ÿкерчĕксем пур. Паянхи технологисен саманинче вĕсене çĕнетме пулать. Эпир сире вĕсене упраса хăварма пулăшăпăр. Кивĕ сăн ÿкерчĕксене реставрацилес тетĕр пулсан «Хыпар» Издательство çуртне килмелле. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 28-83-70, 89674706346. Ĕç хакĕ — 50 тенкĕрен пуçласа.
Ноябрĕн 5-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе эрнесерен ирттерекен планеркинче республика ялти ипотека программăна хутшăнас ыйтăва пăхса тухнă. Ун пирки тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе эпир «Хресчен сасси» хаçат тĕпелне «Россельхозбанк» акционерсен обществин Чăваш Енри филиалĕн директорне Ирина Письменскаяна чĕнтĕмĕр.
РФ Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвне пурнăçласа республикăра йăлари хытă каяш ЙХК çаврăнăшне çĕнĕлле йĕркелеме пуçланăранпа çулталăк иртрĕ. Ку проекта пĕрремĕш çул еплерех ĕçе кĕртнине ЧР Строительство, архитектура тата пурăнмалли вырăнпа коммуналлă хуçалăх министерствинче тишкерчĕç.