Тинех ăпăр-тапăр полигона ăсанать
РФ Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвне пурнăçласа республикăра йăлари хытă каяш ЙХК çаврăнăшне çĕнĕлле йĕркелеме пуçланăранпа çулталăк иртрĕ. Ку проекта пĕрремĕш çул еплерех ĕçе кĕртнине ЧР Строительство, архитектура тата пурăнмалли вырăнпа коммуналлă хуçалăх министерствинче тишкерчĕç.
— 2018 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре те ЙХК çаврăнăшĕн çĕнĕ тытăмне вăя кĕртетпĕр, — терĕ ЧР строительство министрĕн çумĕ Павел Порфирьев. — Хытă каяша полигона турттаракан регион операторне конкурс ирттерсе палăртнă, министерство пĕлтĕрхи ака уйăхĕнче унпа ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелесе килĕшÿ çирĕплетнĕ хыççăн вăл хăйĕн тивĕçне пурнăçлама тытăннă. ЙХК пухасси- турттарассине йĕркелеме контейнерсем туянас, вĕсене лартма лапамсем тăвас, каяш турттаракан предприятисене палăртас ыйту тухса тăнă. Регоператор вĕсемпе килĕшÿ çирĕплетсен турттарма пуçланă. Ял тата хула тăрăхĕсен администрацийĕсем çулталăк тăршшĕпех лапамсем турĕç. Паянхи кун тĕлне полигонсене ЙХК пухмалли 13408 вырăнтан леçеççĕ.
2019 çул пуçламăшĕнче 5066 лапам майлаштарма палăртса хунă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене пулăшас тĕллевпе 3452 лапам тума республика хыснинчен укçа уйăрнă. Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне 5059-шне /99,7%/ тунă ĕнтĕ, çав шутра вырăнти пуçарăва тĕпе хурса майлаштар-ни — 3452.
Паллах, çулталăк пуçлансанах халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерме контейнер та, лапам та çитмен. Ăна-кăна туянас- тăвас ĕçе çанă тавăрсах пикеннĕ. Республика бюджетĕнчен уйăрнă 87 млн тенкĕпе муниципалитет пĕрлешĕвĕсем 7690 контейнер туяннă. Регоператор 1650 ытла контейнер туянса вырнаçтарнă. Çавăн пекех вăл ЙХК çаврăнăшне пахалăхлă йĕркелессине тивĕçтермен контейнерсене çĕннипе улăштарма шантарать.
Министр çумĕ ял çыннисемшĕн реформа çĕнĕлĕх пулнă май вĕсен пысăк пайĕ регоператор кÿнĕ пулăшу ĕçĕшĕн çулталăк каялла укçа вăхăтра куçарманнине, халĕ 83% çийĕнчех тÿленине палăртрĕ.
Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пулăшу ĕçĕсемшĕн регоператора тÿлессипе хăш-пĕр улшăну кĕртнĕ. Хулара пурăнакан çемьесенчи кашни çын пуçне 76,76 тенкĕ е пĕрремĕш çур çулхинчен 1,4% нумайрах тÿлеме тытăннă. ЙХК ялсенче хуларинчен сахалрах пуçтарăннине кура 20% сахалрах — кашни çын пуçне уйăхра 61,56 тенкĕ — тÿлеттерме тытăннă. Ку категорие район центрĕсемпе хула округĕсем кĕмеççĕ. Регоператор çулталăкра çынсем пурăнакан 1701 пунктри çемьесен тÿлев виçине çĕнĕрен шутласа палăртнă.
Строительство министерстви республика Пуçлăхĕ хушнине пурнăçласа çемьери кашни çын пуçне ЙХК хĕлле, çуркунне, çулла тата кĕркунне мĕн чухлĕ пухăннине шутласа палăртнă. Пуçтарăннă хытă каяш калăпăшне 8 муниципалитет пĕрлешĕвĕнче тĕпченĕ, çирĕплетнĕ кăтартусемпе кăçалхи чÿк уйăхĕнче кашни çын пуçне çулталăкра мĕн чухлĕ пухăнассине палăртмалли çĕнĕ норматива уçăмлатаççĕ /хальхи вăхăтра вăл 2,02 кубла метр/.
Министр çумĕ регоператор пĕтĕмĕшле илсен хăйĕн тивĕçĕсене вăтам пахалăхпа пурнăçлать, çапах та унăн ĕç- хĕлĕ çинчен вырăнсенчен çăхавсем илетпĕр, çынсем пухăнакан пунктсенчен хытă каяша графикпа килĕшÿллĕн полигона леçменнипе çыхăннă 5 çăхав чăнлăхпа килĕшсе тăрать терĕ.
Регоператорăн — «МВК» Экоцентр» обществăн — генеральнăй директорĕ Виктор Лагуновский çулталăк хушшинче çынсен 300 пин ытла ыйтăвне /çыру, çăхав, телефонпа шăнкăравлани, заявлени тата ыт. те/ пăхса тухнине пĕлтерчĕ. Кашнинпех регоператорăн Шупашкарти тĕп офисне пырса вăхăт çухатмасан та юрать, нумай ыйтăва районсенчи представительсем татса пама пулăшаççĕ терĕ.
Республикăн пурăнмалли çурт-йĕрĕн патшалăх инспекцийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Юркин пĕлтĕрхи юпа-чÿк уйăхĕсенче тĕрĕслев-сăнав органĕсем ЙХК çаврăнăшĕпе çыхăннă пине яхăн, кăçалхи пĕрремĕш кварталта 470 ыйту илнине, кăçал вĕсен шучĕ самаях пĕчĕкленнине, çăхавсем тĕрлĕ ыйтупа, çав шутра контейнер лартассипе, ЙХК турттарассине графикпа çирĕплетессипе, çаврăнăшăн ытти енĕпе çыхăннине, хăш-пĕр политика деятелĕ хăш-пĕр çĕклеме юриех йывăрлатма тăрăшнине пĕлтерчĕ. Кайса тĕрĕслетпĕр те вырăнтан хытă каяша графикпа килĕшÿллĕн турттарнине пĕлетпĕр терĕ.
Регоператор тата автотранспорт предприятийĕсем 2019 çул вĕçлениччен тата 4544 контейнер туянма шантараççĕ. Ку шутран 1654-шне илсе килнĕ иккен. Хальлĕхе транспорт 43 яла çеç кĕрсе ЙХК турттарса каяймасть, мĕншĕн тесен хытă сийлĕ çул çук пирки машинăсем пыраймаççĕ. Çавăнпа вĕсенче пурăнакансене укçа тÿлеттермеççĕ.
В.Лагуновский контейнерсем лартмалли лапамсене тасатса тăрасси вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тивĕçĕ, регоператор тумалли ĕç мар, ăна хамăр тивĕçсен шутне кĕртме федераци саккунĕ ирĕк памасть, çулталăк вĕçлениччен эпир туянма шантарнă çĕнĕ контейнерсене илсе килетпĕрех терĕ.
Çĕнĕ Шупашкара кĕрекен Ольтикасси урамĕнче пурăнакансем «регоператор хытă каяш турттарманни» çинчен патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр инспекцине çăхав ярса çирĕплетме тăрăшнă.
— Унта транспорт кашни эрнере икĕ хут пынă, — хирĕçлерĕ А.Юркин. — Çакна машинăсем урама кĕрсе тухнине ГЛОНАССпа çирĕплетнĕ.
Журналистсем хăш пурăнакан вырăнтан ЙХК кăларнине справкăпа кашни çур çултанах çирĕплетсе тăни хĕлле хулара, çулла ялта пурăнакан çемьесемшĕн чăрмавлă, «ăна çулталăкра пĕрре памалли йĕрке тумалла» терĕç. Малалла вулас...
Юрий МИХАЙЛОВ.