Ипотека ялсене çĕкленме пулăшĕ

12 Чÿк, 2019

Раççейре 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче «Ялти ипотека» программа старт илет. Проекта Чăваш Республики те хутшăнма хатĕрленет.

Çак программăпа килĕшÿллĕн ял çыннисем, çавăн пекех хуларан яла пурăнма куçма хатĕрле-некенсем те, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма чи пĕчĕк процентпа — çулталăкра 3 процент ставкăпа — кредит илме пултарĕç. Ипотекăна 25 çуллăха 100 пин тенкĕрен пуçласа 3 миллион тенкĕ таран параççĕ. Çавăн пекех кредит илес текенсен ссуда калăпăшĕн 10 проценчĕ чухлĕ хăйсен укçи кирлĕ. Раççей Федерацийĕн гражданинĕ çăмăллатнă мелсемпе паракан ипотекăпа пĕр хутчен кăна усă курма пултарать.
РФ Ял хуçалăх министерстви ипотека продуктне хатĕрленĕ чухне Перекет банкĕпе тата Россельхозбанкпа тачă çыхăнса ĕçлет. «Эпир ялти ипотекăна парас ĕçе пуçăнмашкăн хатĕрленме тытăннă ĕнтĕ, — пĕлтерчĕ Россельхозбанкăн Чăваш регион филиалĕн директорĕ Ирина Письменская. — Банк хальхи вăхăтра шалти документацисене хатĕрлет. Тĕпрен илсен, эпир хамăрăн клиентсен заявкисене йышăнса пăхса тухма пултаратпăр».
Раççей Федерацийĕн Правительстви çирĕплетнĕ чи пĕчĕк ставка — 3 процентран ытла мар. Кредита субсидилеççĕ: рынок ставкипе çăмăллатнă ставка уйрăмлăхне федераци бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Кунсăр пуçне регионсене хăйсене те хушма укçа уйăрса кредита субсидилеме ирĕк панă. Кредит килĕшĕвĕнче çăмăллăхлă ставкăна — çулталăкра 3 процентран ытла мар — çеç палăртĕç.
Ирина Письменская çирĕплетнĕ тăрăх — «Ялти ипотекăн» тĕллевĕсем анлă. Унпа ял террито-рийĕсенче /ял агломерацийĕсенче/ вырнаçнă куçман пурлăх объекчĕсене туянма, çавăн пекех маларах илнĕ ипотека кредичĕсене тÿлесе татма юрать. Хатĕр çурта е çуртпа çĕр лаптăкне суту-илÿ килĕшĕвĕпе те, строительствăна пая кĕмелли килĕшÿпе те уйрăм çынран та, юридици сăпатĕнчен те илме ирĕк параççĕ. Çавăн пекех кредит укçи-тенкипе çĕр лаптăкĕ туянма, унта подряд килĕшĕвĕпе çурт лартма, çавăн пекех заемщикăн харпăрлăхри çĕр лаптăкĕ çинче çурт-йĕр строительствине пуçарма, маларах тума пуçланă çурта подряд килĕшĕвĕпе хута яма юрать.
«Ялти ипотекăна» 21-65 çулсенчи Раççей гражданĕсем илме пултараççĕ. Çын ялта пурăнать-и е хулара-и — уйрăмлăх çук, ăçта ĕçлени те пĕлтерĕшлĕ мар. Çавăн пекех туяннă çуртра пропискăна тăма та ыйтмаççĕ. «Çавăнпа та çак çĕнĕлĕх нумайăшне кăсăклантарассăн туйăнать. Уйрăмах хальхи вăхăтра хула çыннисем ялалла туртăннине шута илсен унпа усă куракансем йышлăн пулĕç», — терĕ Ирина Письменская. Малалла вулас...

2020 çултан пуçласа 3 процентлă ипотекăна кам илме пултарать?

¤ 21-65 çулсенчи Раççей гражданĕсем;
¤ ялта е хулара пурăнать-и — уйрăмлăх çук;
¤ ял хуçалăхĕнче ĕçлет-и е урăх сферăра-и — пĕлтерĕшлĕ мар;
¤ ипотекăна 25 çуллăха параççĕ;
¤ пĕрремĕш тÿлев вырăнне патшалăх субсидийĕсемпе усă кума юрать.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.