Комментари хушас

13 Чÿк, 2019

Ялти ипотека халăха кĕтет

Ноябрĕн 5-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе эрнесерен ирттерекен планеркинче республика ялти ипотека программăна хутшăнас ыйтăва пăхса тухнă. Ун пирки тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе эпир «Хресчен сасси» хаçат тĕпелне «Россельхозбанк» акционерсен обществин Чăваш Енри филиалĕн директорне Ирина Письменскаяна чĕнтĕмĕр.

— Ирина Николаевна, ялти ипотека 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçлать. Россельхозбанк — çак программăна хутшăнакан чи хастар банксенчен пĕри. Чăваш Енре район центрĕсенче унăн офисĕ чылай. Ялти ипотека республикăра пурăнакансемшĕн мĕнлерех майсем йĕркелет?
— Çĕнĕ программа, ялти ипотека, чăн та, çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăй илет. Халĕ эпир ăна пурнăçа кĕртме тăрăшсах хатĕрленетпĕр. Шалти пур документацие банк хатĕрлесе çитернĕ. Сăмах май, эпир çак ĕçпе ĕçлеме хатĕр. Урăхла каласан, клиентсен заявкисене йышăнма, вĕсене пăхса тухма пултаратпăр.
Республикăра пурăнакансен чи кирлĕ ыйтăвĕ — кредита тавăрса памалли процент виçи еплерех?
— Ставкăн чи пысăк виçине Раççей Федерацийĕн Правительстви çирĕплетнĕ. Вăл 3% ытла мар. Кредита субсидилеççĕ: банкăн рынок ставкипе çăмăллăхлă ставкăн хушшинчи уйрăмлăха федераци бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Унсăр пуçне регионсем хăйсем çак кредита субсидилеме хушма укçа-тенкĕ уйăрма пултараççĕ. Кредит илекен çын договорта çăмăллăхлă ставкăна çеç курать — çулталăкра 3% ытла мар. Çакă Раççейри ипотека историйĕнче питĕ пĕчĕк ставка шутланать.
Ялти ипотекăн тĕллевĕ пирки тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха.
— Программа ял территорийĕнче /ял агломерацийĕнче/ вырнаçнă куçман пурлăх объекчĕсене туянма лайăх майсем туса парать. Çакăнта маларах илнĕ ипотека кредичĕсене рефинансировани тăвасси те кĕрет. Сăмахран, ялти ипотека пулăшнипе уйрăм çынран е юридици сăпатĕнчен, уйрăм предпринимательтен пурăнмалли пÿлĕм е хатĕр çурт-йĕр çĕр лаптăкĕпе пĕрле суту-илÿ договорĕ тăрăх туянма пулать. Çавăн пекех куçман пурлăхăн пĕрремĕшле е иккĕмĕшле рынокĕнче пурăнмалли хваттере, çурт-йĕре пая кĕрсе тумалли договор тăрăх е правăна куçарса памалли договор тăрăх туянма ирĕк пур. Кредит илнĕ укçа-тенкĕпе çĕр лаптăкĕ туянса унта подряд договорĕпе çурт тума пулать е харпăрлăхра çĕр пур пулсан çурт-йĕр лартма, подряд договорĕпе тума пуçланă çурт-йĕр строительствине вĕçлеме пулать.
Россельхозбанкра ялти ипотекăна кам илме пултарать?
— Асăннă кредита илме Раççей Федерацийĕн 21- 65 çулсенчи кирек хăш гражданинĕ те заявка пама пултарать. Вăл çав самантра хулара е ялта пурăнни пĕлтерĕшлĕ мар. Çавăн пекех туянакан çурт-йĕрте регистрациленме те кирлĕ мар. Çавна май ку мел чылай çыншăн илĕртÿллĕ пулма пултарать. Уйрăмах укçа- тенкĕллĕ хула çыннисем ял еннелле туртăнас юхăм вăй илет. Кредит калăпăшĕ 100 пинрен пуçласа 3 млн таран. Чи пысăк срок — 25 çул. Малтанхи тÿлев — 10%, çав хушăрах малтанхи тÿлев вырăнне патшалăх субсидийĕн укçи-тенкипе те усă курма юрать. Ялти ипотека условийĕсемпе Раççей Федерацийĕн гражданинне кредита пĕр хутчен çеç параççĕ. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Валентина МАКСИМОВА хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.