Новости по теме

26 Нарăс, 2016

Пурнăçшăн хамăрăн çине тăмалла

Пирĕн республикăра Раççей Федерацийĕнчи пекех усал шыçă чĕрепе юн тымарĕсен тата сывлав органĕсен чирĕсем хыççăн халăх вилĕмĕн виççĕмĕш сăлтавĕ шутланать. Чăн та çĕршыври, федерацин Атăлçи округĕнчи вăтам кăтартусенчен палăрмаллах пĕчĕк пулин те /Чăваш Енре 100 пин çын пуçне - 164,4, Раççейре - 203,2, ФАОра - 197,3/, пĕлтĕр асăннă амакăн пĕчĕк симптомлă формисене - ÿпке, апат хуранĕн, тÿрĕ тата хулăм пыршăсен ракне - пула, пурнăçран уйрăлнисен йышĕ 168 çын е 8,9% нумайланнă.

26 Нарăс, 2016

Рольсене çирĕп йĕркепе пайланă

Чăваш Ен наркополицейскийĕсем Пенза облаçĕнчи ĕçтешĕсемпе тата ЧР ШĔМĕн сотрудникĕсемпе пĕрле преступниксен пысăк ушкăнне тытса чарнă. «Ушкăнра Раççейпе Украинăн 20 ытла гражданинĕ тăнă», - пĕлтерчĕ управлени пресс-секретарĕ Ирина Анисимова. Пакунлисем саккунсăр çаврăнăшран 2,5 килограмм наркотик туртса илнĕ. Ваккăн шутласан çак виçе - 24 пин ытла хут усă курмалăх.

26 Нарăс, 2016

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Чăваш гидрометеорологи центрĕ пĕлтернĕ тăрăх - канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, вырăн-вырăнпа юр е йĕпе юр çăвать, хушăран çил-тăман вĕçтеркелеме пултарать. Паян, нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче, кăнтăрла 3 градус ăшăран пуçласа 2 градус таран сивĕ пулать, каçхине 1 градус ăшă - 4 градус сивĕ. Ыран, нарăсăн 27-мĕшĕнче, кăнтăрла 2 градус ăшăран пуçласа 3 градус таран сивĕ, каçхине 1-6 градус сивĕ пулать. Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче - 1-5 градус сивĕ.

25 Нарăс, 2016

Тăрăшсан ăнăçу пулатех

Паян Тăвай тата Вăрмар районĕсен депутачĕсен Пухăвĕсен анлă ларăвĕсем иртрĕç. Кун йĕркинче пĕртен-пĕр ыйту - муниципалитетсен социаллă пурнăçĕпе экономикăн пĕлтĕрхи аталанăвĕ тата 2016 çулхи тĕллевсем.

25 Нарăс, 2016

Çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочильлĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынă ĕçлĕ канашлусене хутшăннă.

Вĕсенче Чăваш Ен муниципалитет йĕркеленĕвĕсен социаллă-экономика тата «Трактор завочĕсем» Концерн предприятийĕсен аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Раççей Президенчĕн полпречĕ, Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсем муниципалитетсен аталанăвĕн пĕлтерĕшлĕ чылай ыйтăвне тишкернĕ.

25 Нарăс, 2016

Ниццăна йыхравлаççĕ

Çĕмĕрлере пурăнакан Анастасия Селянкинăна Францири чи илемлĕ курорт-хуласенчен пĕрне пырса курма чĕнеççĕ. Унта тĕрлĕ кинофестиваль çулленех иртет. Çапах хальлĕхе кинора ÿкерĕнмешкĕн мар, парнесене илмешкĕн чĕнеççĕ. Çĕмĕрле пики пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче Интернетра ирттернĕ икĕ конкурса хутшăннă.

Pages