Новости по теме

12 Нарăс, 2016

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, вырăн-вырăнпа юр çăвать. Паян, нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче, кăнтăрла - 1-5, каçхине 5-10 градус сивĕ пулать. Ыран, нарăсăн 13-мĕшĕнче, кăнтăрла - 1-6, каçхине 5-10 градус сивĕ пулать. Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче - 6-11 градус сивĕ. Çил кăнтăр-хĕвелтухăç енчен 7-12 метр хăвăртлăхпа вĕрет.

Хĕвел ирхине 8 сехетре тухать, каçхине 17 сехет те 30 минутра анать. Кун тăршшĕ - 9 сехет те 30 минут. Чăваш гидрометеорологи центрĕ пĕлтернĕ тăрăх - тепĕр эрнере çанталăк тата ăшăтать, вăхăтран вăхăт йĕпе юр çума пултарать.

11 Нарăс, 2016

Çăкăр хакĕ ÿсĕ

Раççей Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх - çăкăр хакĕ çĕршывра кăçал вăтамран 3-5 тенкĕ ÿсме пултарать. Çакна тулă хакланнипе сăлтавлаççĕ. Çавна май унăн хакĕ Чăваш Енре те пысăкланĕ.

Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕ асăннă продукцие ака уйăхĕнчен 4 процент ÿстересшĕн. Ыттисем хальлĕхе кун пирки шарламаççĕ-ха. «Чăваш çăкăр продукчĕ» акционерсен обществинче иртнĕ канашлура çăкăра хаклатмасăр производствăна çĕнетсе улăштармалли программа хатĕрлеме, тăкаксене чакарма, ассортимента аталантарма сĕннĕ.

11 Нарăс, 2016

Кÿкеçре те 1миллион тенкĕ парĕç

«Земство тухтăрĕ» федераци программи Чăваш Енре 2012 çултанпа пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн, ял-салари больницăсене ĕçлеме каякан çамрăк тухтăрсем 1 миллион тенке тивĕçеççĕ.

Ку таранччен Шупашкар районĕнчи тĕп больница ку категорие кĕмен. Кăçалтан вара «Земство тухтăрĕ» программăна вăл та хутшăнĕ. Малашне Кÿкеç поселокĕнче вырнаçнă больницăна ĕçлеме килекен çамрăк специалистсем те 1 миллион тенкĕ илме пултарĕç. Программа условийĕпе килĕшÿллĕн, вĕсен унта 5 çул вăй хума тивĕ.

11 Нарăс, 2016

Вырсарникун «Йĕлтĕр йĕрĕ - 2016» иртĕ

Вырсарникун, нарăс уйă­хĕн 14-мĕшĕнче, Раççейĕн 72 субъектĕнче «Йĕлтĕр йĕрĕ - 2016» массăллă спорт мероприятийĕ иртĕ. Чăваш Енре вăл кăçалхипе 34-мĕш хут йĕркеленĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх çак кун çĕршыври 1,5 миллион ытла çын йĕлтĕр çине тăнă.

9 Нарăс, 2016

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн»

Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасен пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн шкулĕнче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăхăн 20-мĕш марафонĕ вăй илчĕ. Ăна уçмашкăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова хутшăнчĕç.

9 Нарăс, 2016

Хальтерех çырăнса укçăра перекетлĕр

«Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсене 2016 çулăн II çурринче утă-раштав уйăхĕсенче илсе тăмашкăн пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен йÿнĕ хакпа çырăнтараççĕ.

Хальтерех çырăнса укçăра перекетлĕр.

«Хыпар» - 776,94 тенкĕ,

«Хыпар-эрнекун» - 355,38 тенкĕ.

Pages