Патриот воспитанийĕ парас енĕпе
1 Mar, 2016 | Çамрăксем

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева "Держава XXI век" комплекслă наци программин координаци тата общество канашĕсен, йĕркелÿ комитечĕн ларăвне хутшăннă. Вăл Мускавра РФ Федераци Канашĕнче иртнĕ.

"Держава XXI век" комплекслă наци программи граждансене патриот воспитанийĕ парассипе тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине уявлама хатĕрленессипе çыхăннă. Асăннă проектăн координаци канашĕн йышĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пур. Программа председателĕ - РФ Общество палатин секретарĕн пĕрремĕш заместителĕ, Раççей Геройĕ Вячеслав Бочаров, çумпредседателĕ - Общество палатин членĕ, РАЕН академикĕ Николай Дроздов.

Ларăва хутшăннисем регионсенче çамрăксене патриот воспитанийĕ парас енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарнă, "Çĕнтерÿ ялавĕ: 2015-2020" проект мĕнле пурнăçланнине сÿтсе явнă.

Палăртса хăвармалла: Чăваш Енре çамрăк ăрăвăн патриотизм туйăмне вăйлатас, Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлес енĕпе çулсеренех тĕрлĕ шайра 500 ытла мероприяти иртет.