Пĕлÿ çумне ăсталăха хушсан çитĕнÿ пулатех...

1 Пуш, 2016

Шупашкарти 5-мĕш гимназире çамрăк ăрăва пĕлÿ парассине питĕ хăйнеевĕр йĕркеленĕ. Кунта вĕренекенсем тĕп программăна ăса хывнипе пĕрлех тĕрлĕ проектпа тĕпчевсем ирттереççĕ, лабораторипе практика ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Пĕр сăмахпа, пултарулăха туллин аталантараççĕ.

Паян Раççей Федерацийĕн Правительствин вице-премьерĕ Ольга Голодец асăннă гимназипе паллашрĕ, вĕрентекенсемпе тата вĕренекенсемпе тĕл пулчĕ.

Вĕрентÿ учрежденийĕн директорĕ Инна Исаева, 11-мĕш класра вĕренекен Елизавета Ерко, Анастасия Константинова, Борис Абрамов пысăк хăнана информаци терминалĕпе,  уроксен  расписанине тата шкул столовăйĕнчи апатланăва  хăйнеевĕр йĕркеленипе паллаштарчĕç. Ольга Юрьевна медиацентр ĕçĕпе те кăсăкланчĕ.

Гимназире ачасен сывлăхне сыхлассипе тата упрассипе нумай ĕçлеççĕ. Кунта кашни вĕренекен физкультурăпа спорта эрнере 12 сехет уйăрать. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнма  мĕнпур услови çителĕклĕ: хăтлă та çĕнĕ йышши спорт зал, бассейн, нумай профильлĕ спорт комплексĕ... Ольга Голодеца «Уçă лабораторипе» те паллаштарчĕç. Кунта çамрăксем хатĕрленĕ тĕпчев проекчĕсемпе курссен хăтлавĕ иртрĕ. Истори кабинетĕнче Анна Лазарева вĕрентекен вĕрентĕвĕн çĕнĕ технологийĕсемпе паллаштарчĕ. Юлашкинчен вице-премьер видеостудин ĕçĕ-хĕлĕпе те кăсăкланчĕ. Сăмах май, асăннă гимназире шкул телекуравĕ те пур. Çавăн пекех «Профильлĕ инженерипе техника класĕсем», «Аслă шкул» тата ытти проект пурнăçлать.

Пĕлÿ çумне ăсталăха хушсан çитĕнÿ пулатех. +ак йĕркене пăхăнса ĕçлеççĕ  те  гимназире. +амрăк ăрăва ачаранах пулас профессие палăртма, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, пултарулăха аталантарма пулăшни вара питех те пĕлтерĕшлĕ паянхи кун.