Новости по теме

25 Нарăс, 2016

Елчĕксем кăçал та пуçаруллă

Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче республикăра «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăхăн 20-мĕш марафонĕ вăй илни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Акци тĕллевĕ - пултаруллă çамрăксене пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшасси тата сусăр ачасем, тăлăхсем тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисем валли укçа-тенкĕ пухасси.

25 Нарăс, 2016

Экологи рейтингĕнче - 8-мĕш вырăнта

Пĕтĕм Раççейри «Симĕс патруль» общество организацийĕ 2015 çул кăтартăвĕсене тишкерсе хатĕрленĕ РФ субъекчĕсен рейтингне пичетленĕ. Чăваш Республики ку рейтингра саккăрмĕш вырăн йышăннă тата «Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен экологи рейтингĕн» ТОП10 списокне кĕнĕ.

Ирĕклĕ рейтинга 2007 çултанпа - кашни кварталта, 2008 çултанпа çулталăкра 4 хут хатĕрлеççĕ.

25 Нарăс, 2016

Чăваш Ен - чи лайăх 10 регион йышĕнче

"Пире Раççей МЧСĕн тата РСЧС территорири çумтытăмĕсен ĕç-хĕлĕн пĕтĕм тытăмĕнчи пысăк кăтартусене сыхласа хăварма май килчĕ. Çакăн тĕп пĕтĕмлетĕвĕ - 270 пин ытла çын пурнăçне çăлни", - тенĕ Раççей МЧСĕн пуçлăхĕ Владимир Пучков нарăсăн 16-мĕшĕнче Красногорскра Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттаракан тата сирекен пĕрлехи патшалăх тытăмĕн /РСЧС/ представителĕсен Пĕтĕм Раççейри пухăвĕнче.

21 Нарăс, 2016

Чăваш Ен командин - кĕмĕл медаль

Сыктывкарта 15-16 çулсенчи хĕрсемпе каччăсен хушшинче йĕлтĕрпе чупас енĕпе Раççей ăмăртăвĕ иртет. Тупăшусен тăваттăмĕш кунĕ Чăваш Ен пикисемшĕн ăнăçлă пулнă - Ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Кристина Кусковăпа Екатерина Григорьева, Ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен ятарлă 1-мĕш спорт шкулĕнче вĕренекен аппăшĕпе йăмăкĕ - Зойăпа Елена Зайцевăсем - эстафетăра ăмăртса кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Чăваш Республикин чысне хÿтĕлекен спортсменкăсем Мускав хĕрĕсене 4 çеккунт кăна выляса янă. Виççĕмĕш вырăнта - Томск облаçĕн пикисем.

20 Нарăс, 2016

Михаил Игнатьев Шăмăршă районĕнче

Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шăмăршă район депутачĕсен Пухăвĕн анлă ларăвне хутшăнчĕ. Унта муниципалитетăн 2015 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕпе тата кăçал чи малтан пурнăçламалли тĕллевсемпе паллашрĕ.

20 Нарăс, 2016

Лана Прусакова - çамрăксен Олимп вăййисен чемпионĕ

Чăваш Енри Лана Прусакова фристайлистка Норвегири Лиллехаммерта нарăсăн 12-21-мĕшĕсенче иртекен çамрăксен II Олимп вăййисенче "ылтăн" çĕнсе илнĕ.

19 Нарăс, 2016

Улатăрсем пĕлтĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç

Нарăсăн 18-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулипе районĕнче пулчĕ. Малтанах вăл «Электроавтомат» обществăн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Улатăр хулин социаллă пурнăçĕпе экономикăн пĕлтĕрхи аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе кăçалхи тĕллевĕсене сÿтсе явма хутшăнчĕ. Çакăн хыççăн Октябрьски ял тăрăхĕн культура çуртне çитрĕ. Унта район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем пуçтарăнчĕç.

18 Нарăс, 2016

«Çĕнĕ ятсем уçатпăр»

Чăваш Республикин Култьтура министерстви, Чăваш Рес-публикикинчи профессионал çыравçăсен пĕрлешĕвĕ тата Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотеки çамрăк çыравçăсен
«Çĕнĕ ятсем уçатпăр»
конкурсне йĕркелет.

Pages