Миллардсем - ĕçлеве пулăшма
1 Mar, 2016

Раççей Правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев паян Шупашкарта Правительство çуртĕнче ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва тата ĕçлеве пулăшмалли мерăсене халалланă канашлу ирттерчĕ. Унта Ольга Голодец вице-премьер, РФ ĕçлев тата вĕренÿ министрĕсем Максим Топилинпа Дмитрий Ливанов, Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, çĕршывăн темиçе регионĕн ертÿçисем хутшăнчĕç.

Дмитрий Анатольевич калаçăва кăçал ĕçлевпе çыхăннă лару-тăру çивĕчлĕхне сирес, экономика аталанăвĕн тăнăçлăхне тивĕçтерес тĕллевлĕ план хатĕрлени çинчен пĕлтернинчен пуçларĕ. Унта тĕрлĕ ĕç валли укçа уйăрмалли çăлкуçсене палăртнă. çав вăхăтрах укçа-тенкĕ çăлкуçĕсене тупнă май пурнăçламалли мерăсем те пур. Планра икĕ çул-йĕре тĕпе хунă. Чи малтанах - тĕрлĕ отрасле оперативлă майпа пулăшмалли мерăсем. çав шутра - автопром, çăмăл промышленноç, ял хуçалăх машиностроенийĕ, пурăнмалли çурт-йĕр строительстви, транспорт. 

Çак ĕç шутĕнче вăл çĕнĕ стройкăсемпе çыхăннă ипотекăна субсидилессине малалла, 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен, тăсассине çирĕплетрĕ. Ку, паллах, строительсем чăннипех кĕтнĕ хыпар. Мĕншĕн тесен унчченхи субсиди программи шăпах ĕнер вĕçленчĕ. Çийĕнчен ипотека валли яракан тăкаксен калăпăшне пысăклатма та мехел çитернĕ. Çавăн пекех регионсен бюджечĕсене çынсене ĕç укçи, пенси, социаллă пособисем тÿлемешкĕн пулăшу пулĕ. Ĕçлев рынокне тĕревлеме те укçа резервланă. Иккĕмĕш çул-йĕр - бизнес аталанăвĕ валли саккунсен тивĕçлĕ никĕсне йĕркелесси.