Çынни пур, ячĕ çук

26 Нарăс, 2016

Вăл е ку преступление уçса панă май ытларах чухне тепĕр майлă пулать: саккуна кам пăсни паллă, анчах ăна шырама тивет. Ку тĕслĕхре вара преступнике тытнă, анчах вăл кам - хальлĕхе паллă мар.

Оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ май Çĕнĕ Шупашкарта полици сотрудникĕсем суя укçа сарнă тесе шанмасăр пĕр арçынна /сăнÿкерчĕкре/ тытса чарнă. Унран 5 пин тенкĕлĕх 90 купюра туртса илнĕ. Пĕтĕмпех - суя укçа паллиллĕ банкнотсем.

Çак тĕслĕхпе Уголовлă кодексăн 186 статйин 1-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Полици арçын камне палăртас енĕпе ĕçлет. Ун çумĕнче ют паспорт, Çыранçи Чаллă хулинче тепĕр çынна панă, 2006 çулта хуçи çухатнă документ, пулнă. Суя укçа саракана палламашкăн пулăшма пултаракансене полицие 8/8352/ 62-05-91 е 24-11-65 телефонсемпе шăнкăравлама сĕнеççĕ.

Н.АНТИПОВ.

Рубрика: 
Теги: 
Автор: