14 салтак шăмми-шаккине тупнă

16 Çу, 2019

Çулсеренех Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Пĕтĕм Раççейре «Астăвăм вахти» иртет. Çĕршыври шырав отрячĕсем экспедицие тухаççĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пуç хунă салтаксен шăмми-шаккине шыраççĕ, вĕсен ятне-шывне палăртма тăрăшаççĕ. Паян И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн «Астăвăм» отрячĕ «Астăвăм вахтинче» туса ирттернĕ ĕçе пĕтĕмлетрĕ.

21 çынран тăракан отряд ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Тверь облаçне çитнĕ. Шырав ĕçĕ йĕркеленĕ вырăнта 1942 çулта стрелоксен 139-мĕш дивизийĕ çапăçнă. Отряд командирĕ Николай Мясников пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи вахтăра хастарсем 14 салтак шăмми-шаккине тупнă. Вĕсенчен пĕрин ят-шывне, çуралнă вырăнне тупса палăртнă.

Çакăн пирки тĕплĕнрех «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» çитес номерĕнче.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.

Рубрика: 

Комментари хушас