Пурнăçшăн хамăрăн çине тăмалла

26 Нарăс, 2016

Пирĕн республикăра Раççей Федерацийĕнчи пекех усал шыçă чĕрепе юн тымарĕсен тата сывлав органĕсен чирĕсем хыççăн халăх вилĕмĕн виççĕмĕш сăлтавĕ шутланать. Чăн та çĕршыври, федерацин Атăлçи округĕнчи вăтам кăтартусенчен палăрмаллах пĕчĕк пулин те /Чăваш Енре 100 пин çын пуçне - 164,4, Раççейре - 203,2, ФАОра - 197,3/, пĕлтĕр асăннă амакăн пĕчĕк симптомлă формисене - ÿпке, апат хуранĕн, тÿрĕ тата хулăм пыршăсен ракне - пула, пурнăçран уйрăлнисен йышĕ 168 çын е 8,9% нумайланнă.

Вилĕм çави кăкăрăн усал шыççипе нушаланакансене шеллеменнине шута илсе тата хĕрарăмсен сывлăхне упрас енĕпе влаç, общество, медицина тата бизнес çыннисен вăйĕсене пĕрлештерес тĕллевпе нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Пурнăçшăн хамăрăн çине тăмалла» общество форумĕ иртрĕ. Унта асăннă ыйтупа ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, «Хĕрарăм сывлăхне хÿтĕлекен наци фончĕ» ыркăмăллăх фончĕн президенчĕ Оксана Молдованова /Мускав хули/, «Чăваш Ен хĕрарăмĕсен канашĕн» председателĕ Ольга Зайцева тухса калаçрĕç. «Элита» АХО диреторĕ Вера Морозова республикăри онкологин клиника диспансерĕпе килĕштерсе ĕçленипепаллаштарчĕ.

Мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьеа хутшăнчĕ.

Рубрика: