Новости по теме

3 Нарăс, 2017

Петĕр Хусанкай: "Сăмахĕ — вилĕмсĕр йышши..."

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай... Кам вăл пирĕншĕн, паян пурăнакансемшĕн? Мĕн пĕлетпĕр эпир ун çинчен? Унăн хайлавĕсем 57 чĕлхепе янăраççĕ, ССР Союзĕнчи 53 çыравçăн, чикĕ леш енчи 89 авторăн 500 ытла произведенине чăвашла е вырăсла куçарнă. Хусанкайăн поэзи еткерĕ пуян та тĕрлĕ енлĕ.

2 Нарăс, 2017

Пĕтĕмлетнĕ, тĕллевсене палăртнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Элĕк тата Йĕпреç районĕсенче пулнă, вĕсен ертÿçисемпе тата активпа пĕрле районсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, 2017 çулхи тĕллевсене палăртнă.

2 Нарăс, 2017

Экономикăна та пулăшĕç, шкулсем те пулĕç

Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев регионсене тĕрлĕ сфера валли укçа уйăрса парасси çинчен калакан хушусене алă пуснă. Çав шутра Чăваш Ен те тĕрлĕ программăна пурнăçлама пысăк укçа илет — пĕтĕмпе 1,4 миллиард тенкĕ ытла.

«Экономика аталанăвĕ тата инноваци экономики» программăна пурнăçламашкăн федерацин 82 субъектне 7,5 миллиард тенкĕ пама палăртнă. Ку укçа — пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе, фермер хуçалăхĕсене, çамрăксен предпринимательлĕхне пулăшма каять. Чăваш Ен тÿпи — 106 миллион тенкĕ ытла.

2 Нарăс, 2017

«Трактористсем» парăмсене татаççĕ

«Трактор завочĕсем» концернăн республикăри предприятийĕсем ĕçлесе каяс шанăç чăннипех вăй илет-шим? Апла-и, капла-и — хăçантанпа ĕнтĕ йывăррăн сывлакан заводсем тĕлĕшпе ырă хыпарсем килеççĕ.

 Иртнĕ çулăн юлашки уйăхĕн юлашки кунĕсенче «трактористсене» ĕç укçипе çыхăннă парăмсене тÿлесе татни çинчен эпир пĕлтернĕччĕ. Çак кунсенче вара концерн предприятийĕсем энергетиксен умĕнче чылайранпа капланса пынă çĕр-çĕр миллион тенкĕлĕх парăмсене те тÿлени пирки хыпарлаççĕ.

1 Нарăс, 2017

Михаил Игнатьев "çавра сĕтеле" хутшăннă

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи Алексей Кокель ячĕллĕ ÿнер музейĕнче "çавра сĕтел" иртнĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен XIX фестивальне Чăваш Енрен кайма хатĕрленекен хастарсене халалласа ирттернĕ. "Çавра сĕтеле" Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова та хутшăннă.

1 Нарăс, 2017

Ача-пăча аслисенчен тĕслĕх илет

“Спорт сывлăха çирĕплетет, пурăнма хавхалантарать, çав вăхăтрах вăл — усăллă кану та. Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнмашкăн ачаран хăнăхтармалла”, — тенĕ РФ Президенчĕ Владимир Путин.

1 Нарăс, 2017

Çĕрĕк «Жигулипеччĕ», халь - хаклă джиппа!

Анчах çĕр инженерĕсен пурнăçĕ лайăхланни ĕçе усă кÿмест

«Юрмана» сутасси пирки маларахах сас-хура тухнăччĕ-ха, ĕнер вара «заводсен, хаçатсен тата пăрахутсен хуçи» Владимир Ермолаев хăйĕн агробизнесне сутассине республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕплетрĕ. Паллах, ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕн кун йĕркине урăх ыйтусене кĕртнĕ, çапах зала пухăннисенчен чылайăшĕшĕн шăпах çакă тĕп хыпар пулчĕ-тĕр.

Pages