Укçа - вĕрентÿ валли
Федерацин 2016-2020 çулсенче вĕрентĕве аталантармалли тĕллевлĕ программине пурнăçлама Чăваш Ен федераци бюджетĕнчен субсиди шучĕпе 104 миллион тенкĕ ытла илĕ.
Раççей Правительствин ларăвĕнче регионсене субсидисемпе пулăшасси çинчен каланă май Дмитрий Медведев премьер-министр çапла палăртнă: «Субсидисен пысăк пайне федерацин 2016-2020 çулсенче вĕрентĕве аталантармалли тĕллевлĕ программине пурнăçлассипе çыхăннă тĕп ĕçсене пурнăçлама регионсене ярăпăр. Çав шутра чи малтанах — вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатма. Регионсен пĕрлехи компетенци центрĕсене аталантарма, çавăн пекех пирĕн экономикăна уйрăмах кирлĕ специальноçсемпе, чи малтанах рабочисен специальноçĕсемпе çамрăксене вĕрентессипе çыхăннă WorldSkills ăмăртăвĕсене хутшăнакан командăсене хатĕрлеме 700 миллион тенке яхăн уйăратпăр».
Аса илтерер: 2015 çулта Чăваш Республики Раççей территорийĕнче регионсен пĕрлехи çичĕ компетенци центрне йĕркелемелли конкурсра çĕнтернĕ. 2016 çулта «Автоматизаци, радиотехника тата электроника» çул-йĕрпе Регионсен промышленноçпа инженери технологийĕсен пĕрлехи компетенци центрне йĕркелеме 318,6 миллион тенкĕ уйăрнă. Федераци укçипе 10 вĕренÿ лабораторине, 5 мастерскоя, 4 полигона кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ, ытти техника туяннă. 2017 çулта уйăракан субсидие ĕç рынокĕнче кирлĕ 50 профессие вĕрентмешкĕн педагогсен кадрĕсене хатĕрлеме, тивĕçлĕ оборудовани туянма ярĕç.
М.АНДРЕЕВА.