Новости по теме

7 Кăрлач, 2017

Республикăра Раштав кĕллисем иртнĕ

Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулинчи Татиана чиркĕвĕнче Раштав кĕллине хутшăннă. Литургие Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕ, Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава ирттернĕ. Наци телевиденийĕ уяв кĕллине тÿрĕ эфирта кăтартнă.

Христос тĕнне ĕненекенсен тĕп уявĕсенчен пĕрне халалланă кĕлĕсем Чăваш Республикинчи ытти чÿркÿре те иртнĕ.

6 Кăрлач, 2017

Йĕпреçсем ял хуçалăх производствине çĕнĕ шая çĕклесшĕн

Республика Пуçлăхĕ Йĕпреç районĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Сергей Горбуновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Муниципалитет ертÿçи 2016 çулта асăннă районăн социаллă тата экономика аталанăвĕ еплерех йĕркеленни çинчен каласа кăтартнă. Чи курăмлă ÿсĕмсен шутне вăл çаксене кĕртнĕ: ял хуçалăх производстви — 105,7 процент, муниципалитет бюджечĕ 4 процент таран ÿснĕ.

6 Кăрлач, 2017

«Динамика» тăнăçлă аталанасшăн

«Динамика» тăнăçлă аталанасшăнЧăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Динамика» ăслăлăх-производство предприятийĕн директорĕпе Владимир Димитриевпа тĕлпулнă, иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллашнă.

5 Кăрлач, 2017

Михаил Игнатьев ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пăрачкав район администрацийĕн пуçлăхĕпе Евгений Лебедевпа тĕл пулнă. Муниципалитет ертÿçи иртнĕ çулта ял хуçалăх производствин индексĕ ÿснине, бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен ĕç укçи пысăкланине каланă. Сăмахран, вĕрентекенсен вăтам шалăвĕ 20 пин те 254 тенкĕпе танлашнă, воспитательсен - 18 пин те 344 тенкĕпе, шкулчченхи учрежденисен педагогĕсен - 18 пин те 894 тенкĕпе.

5 Кăрлач, 2017

Стипендиатсен çĕнĕ йышĕ паллă

Кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйрăмах пултаруллă çамрăксене стипендипе хавхалантарма хушу алă пуснă. Кун пирки вăл Министрсен Кабинечĕн пĕрремĕш ларăвĕнче пĕлтернĕ. 1830 тенкĕпе танлашакан стипедние тĕрлĕ тытăмра палăрнă яшсемпе хĕрсем çулталăк тăршшĕпех уйăхсерен илсе тăрĕç.

5 Кăрлач, 2017

Промышленноçа аталантарма - фонд

Министрсен Кабинечĕн кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче ЧР Экономика министерствин Промышленноçа аталантаракан тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн фондне йĕркелессипе çыхăннă мероприятисен планне çирĕплетнĕ.

4 Кăрлач, 2017

Михаил Игнатьев Анатолий Мясниковпа тĕл пулнă

Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева муниципалитет 2016 çула лайăх кăтартусемпе вĕçлени, бюджет 9,4 процент таран пысăкланни пирки каланă.

31 Раштав, 2016

Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Çĕнĕ çул ячĕпе тата Раштав уявĕпе саламланă

Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Владимирович Путинӑн Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламлани килсе çитнĕ.

«Сире Çĕнĕ çул ячĕпе тата Раштав уявĕпе саламлатăп. Эпир çак чаплă уявсене уйрӑмах хавхаланса кĕтетпĕр, пурнӑҫра ырӑ улшӑнусем пулса иртессе, хамӑрӑн чи ҫутӑ ӗмӗтсем пурнăçланасса шанатпӑр. Сирӗншӗн тата Сирĕн çемйĕршӗн 2017-мĕш çул ӑнӑҫлӑ пултӑр, ĕçре çитĕнӳсем, пӗр-пӗрин хушшинче ăнлану тата савăнăç илсе килтӗр. Сире çирĕп сывлăх, мĕнпур лайӑххине сунатăп», - тесе çырнă саламра.

Pages