Новости по теме

19 Кăрлач, 2017

Пичет кунĕ-2016

Кăрлачăн 13-мĕшĕнче Раççейре пичет кунне палăртаççĕ. Çак уяв 1-мĕш Петĕр патша вăхăтĕнче кун çути курнă «Ведомости» хаçатпа çыхăннă. Чăвашсен пичечĕ Те 111 çул каялла кăрлач уйăхĕнче - «Хыпар» хаçатран вăй илнĕ. Пысăк çĕр-шывăн журналистикине пирĕн пĕчĕк республика та хăй тÿпине хывать. Хаçат-журналта, телекуравпа радиора тата издательствăсенче тăрăшакан чи пултаруллă хастарсене Филармони сцени çинче чысларĕç.

Чăваш наци телевиденийĕ

18 Кăрлач, 2017

Чăваш Ен хăнасене тарават

Чăваш Республикинчи туризм отрасльне епле аталантармалла? Хамăр тăрăха туристсене епле илĕртмелле? Туристсене мĕнпе кăсăклантармалла? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне шырарĕç те ĕнер Шупашкарти хăна çурчĕсемпе ресторан комплексĕнче. Унта "Пулас Чăваш Ен: туризмпа сервиса аталантарасси" темăпа стратегиллĕ сесси иртрĕ.

17 Кăрлач, 2017

«Патша куçĕ» витĕр курать

 

Сцена çине I Петĕр патша тухрĕ. Çĕршывра йĕркелĕх çуккишĕн, хăйĕн таврашĕнчи çынсем хысна укçине вăрланăшăн, ыттишĕн тарăхса калаçать... Мĕн тумалла? Тупсăмне тупрĕ: «Прокуратура йĕркелес! Пĕрремĕш генерал- прокурор пулма тÿрĕ кăмăллă çынна Павел Ягужинские уйăрса лартас!» Хăйĕн тарçине тÿрех тивĕçлĕ указ çырма, Ягужинские хăйĕн патне чĕнме хушать...

16 Кăрлач, 2017

Кун йĕркинче экологи ыйтăвĕсем

РФ Президенчĕ пĕлтернĕ Экологи çулталăкĕн мероприятийĕсем Чăваш Еншĕн регион ертÿçин Мускаври ĕçлĕ тĕлпулăвĕсенчен пуçланаççĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕпе Сергей Донскойпа тĕл пулнă, Экологи çулталăкĕнче ирттермелли мероприятисене, çав шутра каяшсене тирпейлемелли управлени тытăмне реформăлассине сÿтсе явнă.

16 Кăрлач, 2017

Инфляци тата хаксем пурне те кăсăклантараççĕ

Чăваш Енри ĕç тăвакан влаç органĕсен тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен черетлĕ канашлăва ĕнер Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

16 Кăрлач, 2017

«Эпир шанăçа çухатмастпăр»

 Атлетсем çĕнĕ çула çутă хавхаланупа пуçларĕç

Кăрлачăн 14-мĕшĕнче спортсменсем Çĕнĕ Шупашкарта Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Пĕлтĕр Раççей гран-прийĕн хĕллехи виççĕмĕш тапхăрĕн ятне тивĕçнĕ ăмăртăва çулсерен ятлă-сумлă спортсменсем хутшăнаççĕ. Малтанхи çулсенче çăмăл атлетика манежĕн пахалăхне Олимп чемпионĕсем Юрий Борзаковскипе Иван Ухов, тĕнче чемпионкисем Светлана Школинăпа Марина Арзамасова тата ыттисем тĕрĕсленĕ.

14 Кăрлач, 2017

Пичет кунне cyмлăн паллă турěç

Паян, кăpлач уйăxěн 14-мěшěнче, Чăваш патшалăx филармонине массăллă информаци хатěpěceн ěçченěceм, полиграфистсем, пичет ветеранěсем йышлăн пухăнчěç. Вěceм хăйсен професси уявěceне сумлăн паллă турěç.
Журналистсене, кěнеке кăларакансене уявпа Чăваш Республикин Пуçлăxě Михаил Игнатьев, ЧP Патшалăx Канашěн Председателě Валерий Филимонов, ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрě Александр Иванов тата ыттисем саламларěç. Ěçpe yйрăмах палăpнисем, конкурссенче çěнтернисем наградăceне тивěçpěç. Вěceн йышěнче "Хыпар" Издательство çypчěн ěçченěceм те пур: Николай Коновалов, Роза Власова, Валентина Петрова, Нина Иванова.

ФОТОРЕПОРТАЖ

13 Кăрлач, 2017

Сергей Артамонов – вице-премьер

Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăрлачăн 12-мĕшĕнче ял хуçалăх министрне Сергей Артамонова ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместительне уйăрса лартасси çинчен калакан указа алă пуснă. Михаил Игнатьев ĕнер унпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Pages