Çĕрĕк «Жигулипеччĕ», халь - хаклă джиппа!

1 Нарăс, 2017

Анчах çĕр инженерĕсен пурнăçĕ лайăхланни ĕçе усă кÿмест

«Юрмана» сутасси пирки маларахах сас-хура тухнăччĕ-ха, ĕнер вара «заводсен, хаçатсен тата пăрахутсен хуçи» Владимир Ермолаев хăйĕн агробизнесне сутассине республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕплетрĕ. Паллах, ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕн кун йĕркине урăх ыйтусене кĕртнĕ, çапах зала пухăннисенчен чылайăшĕшĕн шăпах çакă тĕп хыпар пулчĕ-тĕр.

Михаил Игнатьев иртнĕ эрнере Шупашкара Раççей промышленноç министрĕ Денис Мантуров килсе кайнине аса илтернĕ май çак визит «эпир пĕтĕмпех тĕрĕс тăватпăр-и?» текен ыйтăва хуравлама пулăшнине палăртрĕ. Çак ыйту çынсен ĕç укçине те пырса тивет. Инвесторсене илсе килетпĕр тĕк — вĕсем хăйсен ĕçченĕсен шалăвĕ пирки те ан манччăр. Михаил Васильевич шучĕпе, çĕнĕ производствăсенче вăл 30 пин тенкĕрен кая мар пулмалла. Чылай предприятире çавăн чухлĕ е ытларах тÿлеççĕ те ĕнтĕ, анчах ыйту çуратаканнисем те пур. Çапла, хăшĕсем иртнĕ çула тăкаксемпе вĕçленĕ, çапах тÿлев дисциплини çине алă сулнисем те çук мар.

Инвестицисем пирки калас тăк — çĕнĕ проектсем пур. ЧР Пуçлăхĕ Токиора пулнă май Виктор Вексельбергпа курнăçни çинчен каларĕ. Вăл Чăваш Енре те пулнă — 30 гектар çинче теплица тăвасшăн. Шупашкарта Итали представителĕсем пулнă — вĕсем те кĕçех теплицăсем тума пуçламалла. Тутарстанри «Агросила» компани пирĕн электротехника кластерĕпе çыхăнусене çирĕплетет. «Юрма» тенĕрен, агрохолдинга та вĕсемех, тутарсем, туянма хатĕр. «Çак компанин çĕр лаптăкĕсем пысăк, пĕлтĕр 120 пин тонна кайăк-кĕшĕк ашĕ туса илнĕ — Раççейри чи лайăх кайăк-кĕшĕк фабрикисен теçеткине кĕреççĕ. Бизнеса малалла аталантарасшăн. Çав шутра — аш-какая экспортпа чикĕ леш енне ăсатасси те», — терĕ Михаил Васильевич.

Пурăнмалли çурт-йĕр строительстви пирки те сăмах пулчĕ. Влаçсем 2 пин гектартан кая мар çĕре çурт-йĕр строительстви валли куçармалли йышăнусем тунă-ха — строительство ĕçĕсене 10 çул пурнăçламалăх. Çапах, Михаил Игнатьев шучĕпе, «ку отрасль — чи йывăр лару-тăрури. Ăна реанимацилемелли çулсене шырамалла. Унсăрăн пурăнмалли условисене лайăхлатас тĕллевлĕ çынсемшĕн çивĕчлĕх пулĕ». Вăл çавăн пекех Атăл леш енне газификацилес ыйтăва та уçăмлатрĕ: «Проект халь экспертизăра. Авăн уйăхĕнче ĕçлеме пуçламалла. Çулталăкрах пулмĕ, чи нумаййи — икĕ çулта ĕçсене вĕçлемелле». Çавна май тĕп хула влаçĕсене асăрхаттарчĕ: «Çĕр лаптăкĕсене сутас-туянас тĕлĕшпе йĕркесĕрлĕхрен сыхланмалла. Унсăрăн лаптăксене туянса пĕтерĕç те — кайран пирĕн алăсене пăрма пуçлĕç, патшалăх программисене пурнăçлас енĕпе чăрмавсем тухса тăрĕç».

Шупашкар аэропорчĕн аталанăвĕн стратегийĕ тавра тĕплĕ калаçу пулчĕ. Аэровокзалăн иккĕмĕш хучĕ хупă ĕнтĕ — унта анлă реконструкци ĕçĕсене пуçлама хатĕрленеççĕ. Икĕ хутлă хушма çурт та пулмалла, пассажирсене, самолетсене йышăнса ăсатассипе çыхăннă пĕтĕм ĕç çĕнĕ шая çĕкленмелле. Инвестицисен калăпăшĕ — 550 миллион тенкĕ. Юсанса çĕнелнĕ аэровокзал 2021 çулта хута каймалла. Михаил Игнатьев палăртнă ĕçсене графике çирĕп пăхăнса пурнăçламалли çинчен асăрхаттарчĕ — çакă пассажирсен пысăкланса пыракан юхăмĕшĕн чăрмавсем кăларса тăратмалла мар.

«Чăваш Республикин аталану корпорацийĕ» ПАО гендиректорĕ Юрий Мышинский хăй ертсе пыракан предприяти ĕç-хĕлĕ çинчен доклад турĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — республикăна инвестицисем илсе килесси, инвестпроектсене пурнăçлама пулăшасси. Курăмлă ĕçсен шутĕнче гендиректор банк секторĕн представителĕсен тата ĕçлĕ çынсен иртнĕ çулла йĕркеленĕ тĕлпулăвне асăнчĕ. Теплицăсем тумалли 20 миллиона яхăн евролăх «Солнечный» проект валли инвестор тупнă. Ытти проекта тĕревлемелли килĕшÿсем те пур.

Шупашкарти строительство материалĕсен завочĕн гендиректорĕ Эмма Балыбердина строительство каяшĕсене тирпейлемелли инвестици проекчĕпе паллаштарчĕ. Строительство ĕçĕсене пурнăçланă, кивĕ çурт-йĕре пăснă май тĕрлĕ каяш пайтах пулать — ăна тирпейлес ыйту чăннипех çивĕч. Çавна май çĕнĕ предприяти вырнаçтарма 1,5 гектар çĕр лаптăкĕ кирлĕ. Пăхса хуни пур — Ишлей тăкăрлăкĕнче. Вăл пушă выртать.

Инвестици климатне лайăхлатмалли тĕл­левлĕ модельсене ĕçе кĕртесси çинчен вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин доклад турĕ. Çак темăпах строительство министрĕ Владимир Михайлов та сăмах илчĕ те — унăн кăткăс терминсемпе йĕркеленĕ, вăраха кайнă докладне пÿлсех Михаил Игнатьев çурт строительствине пуçламашкăн ирĕк илме миçе кун кирлипе кăсăкланчĕ. Çук, çамрăк министртан уçăмлă хурав кĕтсе илеймерĕ. Çавна май регион ертÿçи кăмăлсăрлăхне те пытармарĕ: «Виçĕ хут ыйтрăм — министр хуравламасть...» Хайхи тĕллевлĕ модельсемпе усă курассин тĕшши вара çакăнта: паянхи техникăпа йĕркелÿ майĕсем тĕрлĕ енĕпе ирĕк памалли, документсем хатĕрлемелли вăхăта палăрмаллах чакарма пулăшмалла.

Ку мĕнпур тытăма пырса тивет. Çав шутра — çĕре чикĕленин докуменчĕсене хатĕрлессине те. Çак ĕçе, сăмахран, 10 кунра хатĕрлемелле, чăннипе вара 30 талăк иртет. Çĕр инженерĕсем патшалăх тытăмĕн представителĕсем шутланмаççĕ, анчах çынсем çакна пĕлмеççĕ вĕт — влаç пирки япăх шухăшлаççĕ. Акă мĕншĕн Михаил Игнатьев ку енĕпе йĕрке тумалли пирки хытарсах каларĕ: «Çĕр инженерĕсем лайăх укçа илеççĕ. Темиçе çул каялла кăна-ха çĕрĕк «Жигулисемпе» чупатчĕç, паян вара — 5 миллион тенкĕ тăракан джипсемпе». Çĕр виçевçисем çакнашкал хивре калаçу хыççăн ыйхăран вăранĕç-ши, аппетита чакарĕç-ши — курăпăр.

Николай КОНОВАЛОВ

Рубрика: 

Комментари хушас