Комментари хушас

2 Нарăс, 2017

Экономикăна та пулăшĕç, шкулсем те пулĕç

Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев регионсене тĕрлĕ сфера валли укçа уйăрса парасси çинчен калакан хушусене алă пуснă. Çав шутра Чăваш Ен те тĕрлĕ программăна пурнăçлама пысăк укçа илет — пĕтĕмпе 1,4 миллиард тенкĕ ытла.

«Экономика аталанăвĕ тата инноваци экономики» программăна пурнăçламашкăн федерацин 82 субъектне 7,5 миллиард тенкĕ пама палăртнă. Ку укçа — пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе, фермер хуçалăхĕсене, çамрăксен предпринимательлĕхне пулăшма каять. Чăваш Ен тÿпи — 106 миллион тенкĕ ытла.

Чăваш Енĕн ял хуçалăхне аталантармашкăн 478 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Федераци укçи АПК объекчĕсене тума тата çĕнетме, çавăн пекех отрасльти инвестици кредичĕсен процент виçин пĕр пайне саплаштарма кайĕ.

Регионăн çул-йĕр хуçалăхĕ валли те Мускав хушма укçа парать. Патшалăхăн «Транспорт системин аталанăвĕ» программипе килĕшÿллĕн Чăваш Ен 340 миллион тенкĕ илĕ. Ку укçана Шупашкарти Мускав кĕперне реконструкцилесе унти çула ултă йĕрлĕ тумалли проекта пурнăçлама ярĕç.

Пысăк технологиллĕ медпулăшу кÿме регионсене федераци бюджетĕнчен 6 миллиард тенкĕ параççĕ. Укçа илекен 69 суб˜ект хушшинче Чăваш Ен те пур. Республика ОМС программине кĕртмен пысăк технологиллĕ медпулăшу валли 31,7 миллион тенке яхăн илет. Палăртни вырăнлă: пĕлтĕр Чăваш Енри медицина организацийĕсенче асăннă йышши медпулăшупа 940 çын усă курнă. Ун чухне федераци бюджетĕнчен çакăн валли 25,7 миллион тенкĕ уйăрнă, республика бюджетĕнчен вара — 100,2 миллион тенкĕ.

Раççей Правительствин пуçлăхĕ алă пуснă хушусемпе килĕшÿллĕн Чăваш Енри театрсемпе ялсенчи клубсем те пулăшу илĕç. Пĕтĕмпе — 15 миллион тенкĕ ытла. Çав шутра 5,5 миллион тенкĕ — 300 пин çын таран пурăнакан хуласенчи муниципалитетсен театрĕсен пултарулăх ĕçне пулăшма, вĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме. 9,8 миллион тенке ялсенчи культура учрежденийĕсене аталантарма ярĕç.

Патшалăхăн 2013-2020 çулсенче вĕрентĕве аталантармалли программипе килĕшÿллĕн 2017 çулта шкулсен строительстви, юсавĕпе реконструкцийĕ валли республика федераци бюджетĕнчен 405,5 миллион тенкĕ ытла илĕ. Регионсене шкулсем валли укçа уйăрса парасси пирки каланă май Дмитрий Медведев çапла палăртнă: «Вĕрентÿ валли уйăракан укçан чи пысăк пайĕ — çĕнĕ шкулсем тума яракан субсидисем. 57 региона 25 миллиард тенкĕ яратпăр. Аса илтерем: пĕлтĕрхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 92 çĕнĕ шкул уçнă. Çак ĕç хăвăртлăхĕ чакмасса шанатăп, çулталăк вĕçленнĕ тĕле шкулсенче 100 пинрен кая мар çĕнĕ вырăн пулмалла».

Чăваш Ене илес тĕк — 2017 çулта çак укçана Çĕрпÿре 1 пин вырăнлăх шкул тума, Шупашкарти Социализм урамĕнчи шкула тĕпрен юсама ярĕç. Унсăр пуçне кăçал Сĕнтĕрвăрринчи 1-мĕш гимнази çуртне реконструкцилеме палăртнă, республикăри кадетсен шкулĕн тата тĕп хулари «Волжский-3» микрорайонти шкул строительствине пуçланă.

2016 çулта вара Комсомольски районĕнче çĕнĕ шкул хута кайнă. Капиталлă юсав хыççăн Шупаш-карти Граждан урамĕнчи 4-мĕш лицейĕн çĕнĕ корпусĕ уçăлнă. Çавăн пекех Гладков урамĕнчи вăтам шкул строительствине вĕçленĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче унта 1,1 пин ача вĕренме пуçлĕ.

Д.ВОЛКОВ

Автор: