«Трактористсем» парăмсене татаççĕ

2 Нарăс, 2017

«Трактор завочĕсем» концернăн республикăри предприятийĕсем ĕçлесе каяс шанăç чăннипех вăй илет-шим? Апла-и, капла-и — хăçантанпа ĕнтĕ йывăррăн сывлакан заводсем тĕлĕшпе ырă хыпарсем килеççĕ.

 Иртнĕ çулăн юлашки уйăхĕн юлашки кунĕсенче «трактористсене» ĕç укçипе çыхăннă парăмсене тÿлесе татни çинчен эпир пĕлтернĕччĕ. Çак кунсенче вара концерн предприятийĕсем энергетиксен умĕнче чылайранпа капланса пынă çĕр-çĕр миллион тенкĕлĕх парăмсене те тÿлени пирки хыпарлаççĕ.

«Промтрактор» АУО «Т Плюс» компани умĕнчи ăшă энергийĕшĕн пухăннă парăма туллин тÿлесе татнă. Пĕтĕмпе — 105,45 миллион тенкĕ. Çав шутра — 77 миллион ытла тенкĕлĕх тĕп парăм, 27,5 миллион тенкĕлĕх «неустойка» текен тÿлев тата 570 пин тенкĕпе танлашакан патшалăх пошлини. Раштав варринче энергокомпани «Промтракторпа» парăмсене татмалли килĕшÿ тунă, предприяти çав документ условийĕсене пурнăçланă. Маларах вара «Т Плюс» трактор заводне ăшă энергийĕ парса тăрас тĕлĕшпе чарусем те йышăннăччĕ, вĕсем пĕлтĕрхи пуш уйăхĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕччен вăйра пулнă. Пурпĕр завод парăмсене татма васкамастчĕ. Халь çивĕчлĕх сирĕлнĕ теме юрать.

— Парăмсене татмалли йĕрке çинчен калакан килĕшĕве эпир Шупашкар хула администрацийĕнче пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче «Т Плюс» тата «ЭнергосбыТ Плюс» ПАОсен «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалĕсен, «Трактор завочĕсем» концернăн ертÿçисем тĕл пулса калаçнă хыççăн хатĕрлесе алă пусрăмăр. Паянхи кун тĕлне «Промтрактор» килĕшÿ условийĕсене пурнăçлать, малашне те конструктивлă ĕçтешлĕх пуласса шанатпăр, — пĕлтерчĕ «ЭнергосбыТ Плюсăн» вырăнти филиалĕн директорĕ Светлана Жаркова. Çакна кура энергетиксем, паллах, трактор заводне ăшă энергийĕпе тивĕçтерес енĕпе хăйсен обязательствисене туллин пурнăçлаççĕ.

Тепĕр хыпар та пур: кăрлачăн 31-мĕшĕнче «Трактор завочĕсем» концерн «Чăваш энергосбыт компанийĕ» АОна та парăм шучĕпе 284 миллион тенкĕ куçарса панă. Чăн та, ку виçе концерн предприятийĕсем кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне энергокомпани умĕнче электричествăшăн пухнă парăмăн 19% чухлĕ кăна. Апла пулин те — ырă пулăм. Укçана «Промтрактор» 2015 çулхи пуш-çурла уй-ăхĕсенче «çунтарнă» киловатсемшĕн, çавăн пекех агрегат завочĕ асăннă çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа авăн уйăхĕччен усă курнă электричествăшăн тÿленĕ.

Аса илтерер: кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне концернăн республикăри виçĕ предприятийĕн — «Промтрактор», «Шупашкарти агрегат завочĕ», «Промтрактор- Вакун» заводсен — энергосбыт компанийĕ умĕнчи парăмĕ 1,48 миллиард тенкĕ ытла капланнă. Çак виçе шăпах иртнĕ çул нумай ÿснĕ. Çулталăк маларах 405 миллион тенкĕ ытларах пулнă. 2016 çулта ТЗ концерн пред-приятийĕсем ЧЭСК ячĕпе 103,7 миллион ытла тенкĕ кăна куçарнă. Пĕлтĕрхи кăрлач-раштав уйăхĕсенче вара электричествăшăн пĕтĕмпе 1178,73 миллион тенкĕ тÿлемелле пулнă.

Чăваш энергосбыт компанийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, хальхи тÿлев самай пысăк пулин те нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне концернăн ЧЭСК умĕнчи парăмĕ çав-çавах пысăк-ха — 1,2 миллиард тенке яхăн /çак шута 2017 çулхи кăрлачшăн тÿлемелли виçе кĕмест/. Асăннă виçен çурринчен ытла пайĕ /666 миллион тенкĕ/ — «Промтрактор» тÿпи. Вăл 2015 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа иртнĕ çулхи раштавчченхи тапхăршăн татăлман. Шупашкарти агрегат завочĕн парăмĕ — 460 мил-лион тенке яхăн, «Промтрактор-Вакунăн» — 70,3 миллион тенкĕ ытла.

 

Николай КОНОВАЛОВ

 

Комментари хушас