Новости по теме

12 Кăрлач, 2017

Хисеплĕ прокуратура ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ — Раççей Федерацийĕн Прокуратура ĕçченĕн кунĕпе — саламлатăп!

I Петĕр патша никĕсленĕ Раççей прокуратури çĕр çул ытла «патшалăхăн шанăçлă куçĕ», обществăри йĕркелĕхпе саккунлăха шантаракан тытăм шутланать. Паян Чăваш Ен прокуратурин органĕсенче пысăк ăсталăхлă тата хăйсен ĕçне чунпа парăннă юристсем тăрăшаççĕ, вĕсем мĕнпур тытăмра саккуна пăхăннине витĕмлĕ сăнаса тăраççĕ.

12 Кăрлач, 2017

Альбина Юрату - преми лауреачĕ

Чăваш Енри калем ăстисене паракан Çемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячĕллĕ премисен лауреачĕсене палăртнă. Республикăри журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров пĕлтернĕ тăрăх, комисси членĕсем кандидатсене хĕрÿ сÿтсе явнă, мĕншĕн тесен конкурса тăратнă ĕçсем професси тĕлĕшĕнчен пысăк пахалăхпа уйрăлса тăнă.

12 Кăрлач, 2017

Стипендиатсен йышĕ паллă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни çулах республикăри чи пултаруллă 1000 çамрăка стипендипе хавхалантарать. Кăçал Указа вăл кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче алă пуснă. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн 2017 çулхи пĕрремĕш ларăвĕнче пĕлтернĕ. Стипенди виçи пĕлтĕрхи пекех 1830 тенкĕпе танлашать. Кăçал ăна уйăхсерен 994 çамрăк илсе тăрĕ.

10 Кăрлач, 2017

Паттăрсемпе çĕнтерÿçĕсен ăрăвĕпе мăнаçланатпăр

Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи органĕсен ветеранĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, милицин отставкăри лейтенанчĕ Ксения Редькова кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче 100 çул тултарчĕ.

10 Кăрлач, 2017

Ватăсен пулăшăвĕ те сумлă


 

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн тата Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан халăхсен представителĕсен ассамблейин канашĕн председателĕпе Лев Кураковпа тĕл пулнă.

10 Кăрлач, 2017

Кинозалсем уçĕç, клубсене юсĕç

Патшалăхăн культура енĕпе тытса пыракан политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — культурăпа искусство учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетесси.

Çак ĕçе пурнăçлама иртнĕ çул республика бюджетĕнчен 200 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Çав нухратпа учрежденисене юсанă, музыка инструменчĕсем, куллен усă курмалли хатĕрсем туяннă тата ытти ĕç пурнăçланă. Иртнĕ çул республикăра икĕ культура çурчĕ — Елчĕк тата Çĕрпÿ районĕсенче — хута кайнă, кăçал Вăрмар районĕнчи халăха йышăнма пуçлĕ.

10 Кăрлач, 2017

Университетăн черетлĕ çитĕнĕвĕ

Çÿллĕ шайри технологисен производствине хута ямалли комплекслă проекта пурнăçа кĕртмешкĕн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе «Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» акционерсен обществи субсидие тивĕçнĕ.

10 Кăрлач, 2017

Портал урлă - 30% йÿнĕрех

2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă куракансем патшалăх пошлинисене 30% йÿнĕрех тÿлеме пултараççĕ.

Çакăн пирки калакан улшăнусене РФ Налук кодексне пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн вĕçĕнче кĕртнĕ. Çĕнĕ йĕрке Раççей тата ют çĕршыв паспортне илес, транспорт хатĕрне регистрацилес, мăшăрланнине ĕнентерекен свидетельствăллă пулас текенсене тата ыттисене те пырса тивет.

9 Кăрлач, 2017

Саламлатпăр!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăрлачăн 8-мĕшĕнче 55 çул тултарчĕ.

Юбилейпе республика Ертÿçине РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев саламланă. «Чăваш Енре эсир професси ÿсĕмĕн мĕнпур картлашки çине пуснă, уй-хир бригадирĕнчен ял хуçалăх министрне тата республика Пуçлăхне çитнĕ. Эсир — тарăн пĕлÿллĕ, пуян опытлă, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртекен ертÿçĕ. Регионăн малашнехи аталанăвĕ, экономика çирĕплĕхĕ, социаллă тытăм лайăхланасси, халăхăн ырă йăли-йĕркине упраса хăварасси, çынсен пурнăç шайне ÿстересси Сирĕн тухăçлă ĕçрен нумай килет. Çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп», — тенĕ РФ премьер-министрĕн телеграмминче.

Pages