Ĕçлĕ канашлура сăвă та каларĕç
2 Feb, 2017

Республика ертÿлĕхĕ экономикăн мĕнпур отрасльне аталантарса ĕç вырăнĕ ытларах йĕркелессине пысăк тимлĕх уйăрать.

 Çак ыйтусем ВТБ 24 банкăн Шупашкарти филиалĕн сотрудникĕсемпе ирттернĕ тĕлпулура та тĕп вырăнта пулчĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев учреждени республикăра пурăнакан халăхăн 12,9 процентне кредитпа тивĕçтернине, экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ. Унăн хула-районти офисĕсенче 1438 çын вăй хурать. 49-шĕ кăна центрти аппаратран килнĕ, ыттисем — вырăнти специалистсем. Çамрăксем йышлă. Ахальтен мар паллах: кунта ĕçлеме лайăх условисем туса панă, ĕç укçи тивĕçтерет. Опыт пухса пысăкрах должноç йышăнма май пурри те илĕртет.

Çамрăксенче — пуласлăх. Михаил Васильевич вĕсемпе тĕл пулма яланах хавас. Ыйтусене хуравланă май пирĕн тăрăхра бизнеса аталанма лайăх майсем туса панине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Çавăнпа та экономикăна укçа-тенкĕ хывас кăмăллă инвесторсен шучĕ ÿссех пырать. Кашни çулах çĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем, медицина учрежденийĕсем хута каяççĕ, парксемпе кану кĕтесĕсем уçăлаççĕ. Вĕсенче ĕçлеме çĕнĕ, пултаруллă, анлă тавракурăмлă специалистсем кирлĕ. Апла пулсан ĕçсĕрлĕх те чакать. Ырă улшăнусем — кашни утăмрах. Кăçал çул-йĕр тума, юсама укçа нихçанхинчен те нумайрах — 5 млрд тенкĕ — уйăрма палăртнă.

Атăл шывĕ хăçан симĕсленме чарăнать, Питтукассинчи йăлари хытă каяшпа çÿп-çап вырăнне рекультивацилеме мĕнле хатĕрленеççĕ, Мускав — Хусан пуйăссем хăвăрт çÿрекен магистральлĕ чукун çула тума пуçланă-и, Шупашкар аэропортне юсаса тĕнче шайĕнчисен шутне кĕртейĕпĕр-и, туризма аталантарса тупăш илме пуçлăпăр-и, ĕнерхи студентăн, опытсăр специалистăн ăçта, мĕнле ĕç тупмалла, каçхине йĕлтĕрпе ярăнма çутатнă трасса тума палăртман-и? — тĕлпулăва хутшăннисене тем те кăсăклантарчĕ. Сехет çурă хушшинче республика Пуçлăхĕ пур ыйтăва та тĕплĕн хурав пама тăрăшрĕ. Кăçал Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине аса илтерчĕ, çемье ăшшине упрама, сывă ача-пăча пăхса ÿстерме ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ.

...Саланма пуçланисене, алă çĕклесе, Евгения Кавелич чарчĕ. Вăл Санкт-Петербургран куçса килнĕ. Шупашкара çав тери килĕштерсе пăрахнăскер ăна юратса сăвă шăрçаланă. «Сăвă калам-и?» — ыйтрĕ вăтанарах. Пурте хапăл пулчĕç. Итлесе пĕтерсен мухтаса алă çупрĕç.

 

В.СОРОКИН.

В.СОРОКИН

Комментари хушас