Комментари хушас

1 Нарăс, 2017

Михаил Игнатьев "çавра сĕтеле" хутшăннă

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи Алексей Кокель ячĕллĕ ÿнер музейĕнче "çавра сĕтел" иртнĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен XIX фестивальне Чăваш Енрен кайма хатĕрленекен хастарсене халалласа ирттернĕ. "Çавра сĕтеле" Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова та хутшăннă.

Фестиваль 150 çĕршыв представительне пухĕ. Чăваш Енрен пĕлтерĕшлĕ форума 125 делегат хутшăнмалла. Çакнашкал чыса тивĕçсе тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансемпе туслашни çамрăксемшĕн усăллă пулассине палăртнă Михаил Игнатьев.

Алена Аршинова фестиваль çамрăк лидерсене аталанма çул уçнине, мероприятисенче ют çĕршыв делегачĕсене Чăваш Ен çинчен ытларах каласа кăтартма май пулассине çирĕплетнĕ.

"Çавра сĕтелре" Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивальне маларах хутшăннисем хăйсен асаилĕвĕсемпе паллаштарнă.

Ирина ВЛАДИМИРОВА.