Пĕтĕмлетнĕ, тĕллевсене палăртнă

2 Нарăс, 2017

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Элĕк тата Йĕпреç районĕсенче пулнă, вĕсен ертÿçисемпе тата активпа пĕрле районсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, 2017 çулхи тĕллевсене палăртнă.

Элĕксемпе ирттернĕ канашлура Михаил Игнатьев республика экономикăн ансат мар условийĕсенче социаллă обязательствăсене туллин пурнăçланине çирĕплетнĕ. Элĕк районĕ 2016 çула япăх мар кăтартусемпе вĕçлени çинчен каланипе пĕрлех аталанмалли майсем пысăккине те палăртнă. «Эпир Элĕк районне пулăшнă, малашне те пулăшăпăр. Çав вăхăтрах хăвăрăн та тăрăшса ĕçлемелле», — тенĕ вăл. Элĕксене тĕштырă культурисен тухăçĕ пĕчĕккишĕн /республикăри чи япăх кăтарту/ сăмах тивнĕ. Апла пулин те Михаил Васильевич халăха тăрăшуллă ĕçшĕн тав туса депутатсен корпусне райадминистраципе пĕрле çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн çине тăрса ĕçлеме чĕнсе каланă.

Йĕпреçре регион ертÿçи вырăнти предприятисен продукцийĕн куравĕпе паллашнă, хастар çемьесемпе тĕлпулу ирттернĕ. Район ертÿçисемпе, активпа йĕркеленĕ канашлура Йĕпреçсен ĕçне тĕплĕ тишкернĕ. Михаил Игнатьев район малашлăхĕ лайăххине палăртнă, вырăнти влаçа яваплă йышăнусем тăвас енĕпе хăюллă пулма суннă.

Тĕплĕнрех — «Хыпарăн» çитес номерĕнче.

 

Комментари хушас