Петĕр Хусанкай: "Сăмахĕ — вилĕмсĕр йышши..."
3 Feb, 2017 | Культура

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай... Кам вăл пирĕншĕн, паян пурăнакансемшĕн? Мĕн пĕлетпĕр эпир ун çинчен? Унăн хайлавĕсем 57 чĕлхепе янăраççĕ, ССР Союзĕнчи 53 çыравçăн, чикĕ леш енчи 89 авторăн 500 ытла произведенине чăвашла е вырăсла куçарнă. Хусанкайăн поэзи еткерĕ пуян та тĕрлĕ енлĕ.

Ун çинчен кĕскен каласа кăтартма çук. Çулсем иртнĕçемĕн Петĕр Хусанкайăн пĕлтерĕшĕ ÿссех пырĕ. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче поэт çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă уявра.

Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Тĕплĕнрех — "Хыпарăн" ытларикунхи номерĕнче.

Надежда СМИРНОВА.

ФОТОРЕПОРТАЖ

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас