Шупашкарта пурăнакан икĕ ача «Дудл для Google» конкурсра çурма финала тухнă. Унта хутшăнмашкăн чи лайăх 30 ĕçе суйланă. Вĕсен йышне 13-ри Иванпа 10 çулти Ольга Коротинсен ĕçĕсем те кĕнĕ.
Онлайн-сасăлав ака уйăхĕн 3-мĕшĕччен иртĕ. Çапла майпа чи лайăх 3 дудла суйлĕç. Пуринчен те пахине вара профессионал ÿнерçĕ палăртĕ. Ÿкерчĕкпе google.ru страницăра ака уйăхĕнче усă курĕç. Çĕнтерÿçĕ компанин штаб-хваттерĕнче пулса курĕ, унăн шкулне вара компьютер класĕпе тивĕçтерĕç.
Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурса пĕтĕмлетесси йăлана кĕнĕ. Кăçал артистсене Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче чысланă. Унта артистсемпе режиссерсем кăна мар, куракансем те хутшăннă.
Пушăн 23-мĕшĕнче Раççей ШĔМĕн Шупашкарти полицин 3-мĕш уйрăмне 36-ри хĕрарăм пынă. Хайхискер ăнлантарнă тăрăх, вăл темиçе кун каялла Интернетра кредит илме пулăшмашкăн шантаракан пĕлтерÿ асăрханă, çавăнта кăтартнă адреспа çыру янă. Кĕçех палламан хĕрарăм шăнкăравланă, пулăшăвĕшĕн 5 пин тенкĕ куçарма ыйтнă. Мĕн хушнине лешĕ итленĕ, анчах кун хыççăн «пулăшуçă» çухалнă.
Пушăн 28-мĕшĕнче çĕрле Раççей ШĔМĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмне 37-ри хĕрарăм заявленипе пынă — унăн банк картти çинчи 150 пин тенкине вăрланă. Ĕç-пуçа тĕпченĕ май çакă палăрнă: хĕрарăм куртка сутасси пирки Интернетра пĕлтерÿ панă. «Туянакан» шăнкăравласа укçа куçарма шантарнă, банк карттин реквизичĕсене ыйтнă. Çакăн хыççăн вăхăт нумай та иртмен — картта çинчен 150 пин тенкĕ çухалнă.
Шупашкар çынни вара «Хонда» мотоцикл туяннă чухне шар курнă. Вăл соцсетьри пĕлтерÿре кăтартнă номерпе шăнкăравланă, пач палламан çын шучĕ çине укçа куçарнă. Кун хыççăн лешĕ çыхăнăва тухман.
Пушăн 24-мĕшĕнче, кăнтăрла, Шупашкарти Энтузиастсен урамĕнче пурăнакан 77-ри кинемейĕн хваттерĕнче шăнкăрав янăранă. Алăк умĕнче хĕрпе каччă тăнă. «Сантехникăна юсамалла», — тесе вĕсем шалалла иртнĕ. Каччă ваннăйне кĕнĕ, пике ватă çынна калаçтарнă. «Кăлтăксем пур, вĕсене пĕтерме 5 пин тенкĕ кирлĕ», — кăштахран ăнлантарнă «сантехник». Кинемей шкапран укçа кăларнă. Ултавçăсене çакă çеç кирлĕ пулнă — нухрат ăçта выртнине вĕсем лайăх астуса юлнă.
Республикăра çак ятпа иртнĕ акцие 3 пин ытла çын — ачасемпе çамрăксем, педагогсемпе воспитательсем, библиотекăсен специалисчĕсем — хутшăннă. Унăн пуçаруçи — Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотеки.
Росстат Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравĕнче кăтартусене тишкермешкĕн планшет компьютерĕсем туянас тĕллевпе ирттернĕ аукцион пĕтĕмлетĕвĕ паллă: çакăн йышши 20 пин техника илмелле. Çав шутран Чăваш Республикине 255 уйăрса параççĕ. Вĕсем валли ятарлă программа тата электронлă ыйтăм йĕркеленĕ, куçаруçăсен вĕренĕвĕн интерактивлă хушăмĕсене хатĕрленĕ.
Пуш уйăхĕн 28-29-мĕшĕсенче Чăваш Республикин делегацийĕ — ăна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пырать — Челябинск облаçĕнче пĕр-пĕриншĕн тухăçлă ĕçтешлĕх йĕркелес, республика вăй-хăватне кăтартас тата çĕнĕ партнерсем шырас тĕллевпе ĕçлĕ тĕлпулусем ирттерет.