«Ермак çулĕ»

31 Пуш, 2016

Ямалти çулçÿревçĕ Алексей Коротков Çĕпĕрти тата ытти юханшыв урлă выртакан çĕнĕ маршрут шухăшласа кăларнă. «Ермак çулĕ» ятлă вăл.

Алексей çулла Чăваш Ен урлă, Сăр юханшывĕпе, резина кимĕпе ишме палăртнă. Çамрăкскер çулçÿревре тăватă çул пулĕ. Вăл хăйĕнпе пĕрле 100 пин тенке яхăн укçа илме палăртнă. Ытларах апат-çимĕç илесшĕн вăл. Çулçÿревçĕ шăрăхран та, йывăрлăхсенчен те хăрамасть. Вăл ырă çынсем пулăшасса шанать. Алексейшĕн ку пĕлтерĕшлĕ çулçÿрев пулĕ. Вăл ялсенче чарăнĕ, вырăнти халăхпа тĕл пулĕ. Сăмах май, Алексей — историк. Тăватă çул каялла вăл Салехардран Мускава велосипедпа çитнĕ. 2013 çулта вара 3 пин километра çуран парăнтарнă.