"Чи лайăххине вулатпăр: вулавăн 2016 çеккунчĕ"

29 Пуш, 2016

Республикăра çак ятпа иртнĕ акцие 3 пин ытла çын — ачасемпе çамрăксем, педагогсемпе воспитательсем, библиотекăсен специалисчĕсем — хутшăннă. Унăн пуçаруçи — Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотеки.

Çул çитменнисене кĕнекепе тата библиотекăсемпе ытларах кăсăклантарас тĕллевпе акци вăхăтĕнче сăвăсемпе калавсене, повеçсемпе пьесăсене сасăпа вуланă, çакăн валли 2016 çулта юбилейне "паллă тăвакан" кĕнекесене /пĕтĕмпе 150/ суйласа илнĕ. Ачасем валли çыравçăсемпе сăвăçсем, библиотекарьсемпе учительсем, воспитательсемпе депутатсем, волонтерсем сасăпа вуланă, театр постановкисемпе, пуканесемпе усă курнă. Акци вăхăтĕнче литература флешмобĕсем, викторинăсемпе конкурссем, куравсем, презентацисем, вăйăсем иртнĕ, мультфильмсем пăхнă.

Мероприятисем ирттерес енĕпе тата вĕсене хутшăннисен шучĕпе Патăрьел, Шупашкар, Куславкка, Йĕпреç тата ытти районăн библиотекисем уйрăмах хастар пулнă. Александр Пушкинăн "Салтан патша çинчен калакан юмахĕ" чи вуланакан хайлав пулса тăнă. Сăмах май, ăна автор 185 çул каялла çырнă.