Новости по теме

5 Пуш, 2020

Истори архивĕнче — уçă алăксен кунĕ

Паян, пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕ уçă алăксен кунне ирттерет. Ăна архивистсен уявĕпе çыхăнтарнă.

Архива килекенсем сайра тĕл пулакан документсемпе кĕнекесене курма пултараççĕ. Çакăнтах «Сăн ÿкерчĕк докуменчĕсенчи вăрçă вăхăтĕнчи самантсем» куравпа паллашма май пур. Ăна Раççейри Ас тăвăмпа Мухтав çулталăкне халалланă.

5 Пуш, 2020

Сумлă юбиляра саламларĕç

Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ те çавăнтах пурăнакан Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕ Николай Васильевич Евстафьев ĕнер хăйĕн 95 çулхи юбилейне паллă турĕ.

4 Пуш, 2020

«Амăшĕн хĕвел пулмалла…»

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Ÿнер музейĕнче республикăри чи маттур, пултаруллă, хастар хĕрарăм-ертÿçĕсемпе, 5-9 ача ÿстерекен амăшĕсемпе тĕл пулчĕ.

3 Пуш, 2020

Пĕрле чухне чăрмав хăрушă мар

Пин-пин çул каяллах çапла шухăшланă пирĕн несĕлсем. Паян та асра тытаççĕ çакна ентешсем. Ăна пĕр тĕслĕхпе çирĕплетнĕ пулăттăм: Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă уява çыхăнтаракан, пĕр чăмăра пуçтаракан чĕнÿ — «Пĕрле» сăмах.

3 Пуш, 2020

Олег Николаев процент ставкине пĕчĕклетме пуçару турĕ

Паян Шупашкарта республикăн агропромышленноç комплексĕпе, апат-çимĕç рынокĕн конъюктурин улшăнăвĕсене мониторинглассипе, çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн тата ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ.

3 Пуш, 2020

Раççей чемпионки ята тивĕçнĕ

Çак канмалли кунсенче çĕршывăн тĕп хулинче киокусинкай /карате кĕрешĕвĕн тĕсĕ/ енĕпе Раççей ăмăртăвĕ иртнĕ. Мускаври кĕрешÿ искусствисен центрĕнче 12-14 çулсенчи арçын ачасемпе хĕрачасем, 17 çулчченхи çамрăксем, çавăн пекех хĕрарăмсемпе арçынсем тупăшнă.

2 Пуш, 2020

Бюджет укçипе тухăçлă усă курмалла

Бюджет укçипе усă курассин тухăçлăхне ÿстермелле — шăпах çак шухăш тĕп вырăнта пулчĕ паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашĕн комитечĕсен председателĕсемпе, фракци ертÿçисемпе тата депутатсемпе ирттернĕ тĕлпулура.

2 Пуш, 2020

Налукçăсемпе уйрăммăн калаçасшăн

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура регионти «Çамрăк профессионалсем» /Worldskills Russia/ чемпионат кăтартăвĕсемпе вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Яковлев паллаштарчĕ. Унта хутшăнакансен шучĕ ÿссе пыни çинчен пĕлтерчĕ — ку хутĕнче 428 çамрăк тупăшнă. Пирĕн яш-кĕрĕм çак чемпионатăн сумлă шайри тапхăрĕнче те ăнăçлă тупăшас шанăç пур.

2 Пуш, 2020

Грипп тата ОРВИ чирĕсемпе çыхăннă эпидеми лару-тăрăвне тишкерчĕç

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлу грипп тата ОРВИ чирĕсемпе çыхăннă эпидеми лару-тăрăвне тишкернинчен пуçланчĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, «лару-тăру йĕркеллĕ, чирлисен шучĕ чакса пырать». Республикăра 6,5 пин çын чирленине палăртнă — кашни 100 пин çын пуçне 532-ĕн. Пĕтĕмпе 208 çынна госпитализацилеме тивнĕ.

2 Пуш, 2020

Ветерансене «Çĕнтерÿ» десанчĕ пулăшать

Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарас умĕн Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр «Çĕнтерÿ десанчĕ» проект пуçарнă. Кун пирки ЧР Ĕçлев министерстви пĕлтерет.

Pages