Комментари хушас

2 Пуш, 2020

Ветерансене «Çĕнтерÿ» десанчĕ пулăшать

Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарас умĕн Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр «Çĕнтерÿ десанчĕ» проект пуçарнă. Кун пирки ЧР Ĕçлев министерстви пĕлтерет.

Соцĕçченсем волонтерсемпе, çамрăксен организацийĕн хастарĕсемпе пĕрле 12 ветеран патне çитсе пулăшнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, салтакăн тăлăх арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене хваттерте çуса тасатса параççĕ, юр хыраççĕ, кил-çурт таврашĕнче, пахчара тирпейлеççĕ.

www.hypar.ru

Алина ТИМОФЕЕВА. Сap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.