Бюджет укçипе тухăçлă усă курмалла

2 Пуш, 2020

Бюджет укçипе усă курассин тухăçлăхне ÿстермелле — шăпах çак шухăш тĕп вырăнта пулчĕ паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашĕн комитечĕсен председателĕсемпе, фракци ертÿçисемпе тата депутатсемпе ирттернĕ тĕлпулура.

Олег Николаев Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче республикăн 2020 çулхи тата 2021, 2022 çулсенчи планпа пăхнă тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусене пăхса тухса ырланине аса илтерчĕ. Халĕ çак проекта Патшалăх Канашĕнче тишкерни пирки каларĕ. Патшалăх пулăшăвĕн калăпăшне ÿстерме май килни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.

Вице-премьер — финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков бюджета кĕртме сĕнекен улшăнусемпе кĕскен те уçăмлăн паллаштарчĕ. Кăçалхи бюджетăн тупăш пайĕ 6,1 миллиард ытла тенкĕлĕх хушăнассине палăртрĕ. Çак хушăмăн тĕп пайĕ — федераци бюджетĕнчен уйăракан укçа. Унăн пысăк пайне социаллă сферăна ярĕç: вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, культура, спорт валли, ачаллă çемьесене, граждансен ытти категорине пулăшмашкăн. Михаил Ноздряков Раççей Президенчĕ Владимир Путин Çырура палăртнă тĕллевсене, наци проекчĕсене, ытти программăна пурнăçа кĕртмешкĕн мĕн чухлĕ укçа уйăрма планлани çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Парламентарисем çак улшăнусем пирки хăйсен шухăшне пĕлтернипе пĕрлех халăха пăшăрхантаракан ыйтусене те хускатрĕç. Акă Альбина Егорова спикер асăннă тÿрлетÿсене тĕпе хурса çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 1-4-мĕш классенче вĕренекенсен миçе процентне вĕри апатпа тивĕçтерме май пулассипе кăсăкланчĕ. «Республикăри мĕн пур шкулти 1-4-мĕш классенче вĕренекенсене 100% вĕри апатпа тивĕçтерĕç», — хуравларĕ финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан. Олег Николаев шкул ачисем валли вĕри апат хатĕрленĕ чухне хамăр тăрăхра туса илнĕ продукципе май килнĕ таран ытларах усă курма тĕллев лартнине пĕлтерчĕ.

Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕн Вячеслав Рафиновăн та ыйту пулчĕ: «Вăрçă ачисем» ушкăна кĕрекен çынсене кăшт та пулин хавхалантарма май çук-ши? Вĕсенчен пысăк пайĕ тĕрлĕ çăмăллăхпа усă курать, çапах нимĕнле пулăшăва та тивĕçейменнисене çулталăкра пĕр хутчен паракан тÿлевпе хавхалантарма май çук-и?» Рафинов 33 регионта çакнашкал саккун проекчĕ пуррине систерчĕ. Олег Николаев вăрçă ачисемшĕн пĕлтерĕшлĕ самантсенчен пĕри хăйне евĕрлĕ статус илесси пулнине палăртрĕ, вăрçă нуши-тертне ачаллах тÿснĕ çынсенчен нумайăшĕ укçапа çыхăнман пулăшу мелĕсене те пулин кĕтнине каларĕ: тĕслĕхрен, лавккара, больницăра тата ытти çĕрте черетре тăмасăрах тавар туянма, врач патне кĕме ирĕк пани. «Айтăр, пурте пĕрле çав 33 регионăн опытне, вăрçă ачисене пулăшассипе çыхăннине, тишкерер. Патшалăх Канашĕнче çывăх вăхăтрах тĕлпулу йĕркелеме, асăннă темăна пур енлĕн сÿтсе явма, унта ветерансен организацийĕсене те чĕнме сĕнетĕп», — терĕ Олег Николаев.

Альбина Егорова ялсенче граждансен пухăвĕсем иртнине, вĕсенчен нумайăшĕнче çынсем урамра çапкаланса çÿрекен йытăсен хăрушлăхĕн темине çĕкленине палăртрĕ. Ку шухăша ЛДПР фракцийĕн ертÿçи Константин Степанов тăсрĕ. Олег Николаев ЧР патшалăх ветеринари службин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Викторовпа тĕл пулсан ку темăна та сÿтсе явнине пĕлтерчĕ. Ытти хăш-пĕр регионти пек Чăваш Енре те хуçасăр çапкаланса çÿрекен чĕр чунсем валли муниципалитетсен хушшинчи центрсем йĕркелес шухăш çуралнă. Хальлĕхе асăннă опыта тишкереççĕ. Степановăн шухăшĕпе, муниципалитетсен хушшинчи центрсем пысăк усă кÿреймĕç. Пысăк хуларисем те канмалли кунсенче ĕçлемеççĕ иккен, ĕç кунĕсенче «çав-çав вырăнта çапкаланчăк йытăсем çÿреççĕ» тесе шăнкăравласан та центрта вăй хуракансем чĕннĕ çĕре 2-3 сехетрен çеç çитеççĕ. Йытăсем вĕсем килессе кĕтсе тăмаççĕ-çке. Олег Николаев парламентарие ветеринари службин пуçлăхĕпе çыхăнма, асăннă ĕçе хутшăнма сĕнчĕ.

Тĕлпулура çавăн пекех тăлăх ачасене хваттерпе тивĕçтерессипе, çул-йĕре пăхса тăма уйăрнă укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курассипе çыхăннă тата ытти ыйтăва çĕклерĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас