«Амăшĕн хĕвел пулмалла…»
Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Ÿнер музейĕнче республикăри чи маттур, пултаруллă, хастар хĕрарăм-ертÿçĕсемпе, 5-9 ача ÿстерекен амăшĕсемпе тĕл пулчĕ.
Олег Алексеевич этемлĕхĕн черчен çуррине çывхарса килекен çурхи пĕрремĕш уявпа, Пĕтĕм тĕнчери кунĕпе саламларĕ, ĕçри пуçарулăхшăн тав турĕ. «Çавра сĕтеле» Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Алевтина Федорова ертсе пычĕ. Унăн çумĕ Нина Глотова асăннă союз пурнăçлакан проектсемпе паллаштарчĕ. Хĕрарăм–ертÿçĕсем, предпринимательсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, ĕмĕт-тĕллевĕсем çинчен каласа пачĕç. Нумай ачаллă амăшĕсене вара ачасем иккĕмĕш сменăпа вĕренни пăшăрхантарать. «Шупашкарăн çурçĕр-хĕвеланаç районĕнче шкул тăвĕç-ши?» - тесе ыйтрĕç вĕсем Олег Николаевран. Олег Алексеевич пĕлтернĕ тăрăх, университет микрорайонĕнче 2020 çулта тума палăртнă пулнă. Анчах ăна кăçалах хăпартма пуçласшăн.
Ольга ШИШОВА, 7 ача амăшĕ:
— ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствинчен «çавра сĕтеле» чĕнчĕç те хаваспах килтĕм. Манăн кăмăлăм яланах лайăх. Хĕрарăмăн, амăшĕн хĕвел пулмалла. Килте те, шкулта та… Эпир мăшăрăмпа 7 ача ÿстеретпĕр. Вăрттăнлăх мар: саккăрмĕшне кĕтетпĕр. Çĕнĕ Шупашкарта эпир нумай нумай ачаллă ача амăшĕсен канашне йĕркеленĕ. Вĕсен йышĕнче шутланатăп. Çавăнпа шкул, хула, республика шайĕнче нумай мероприятие хутшăнатпăр. Ачамсене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерес, чăн-чăн çын тăвас килет. Телейпе ĕмĕт пирки ыйтрăр та Александра Федоровна патшан сăмахĕсем аса килчĕç. Вĕсем манăн чуна питĕ çывăх: «Çемье – чечеке ларнă сад пек. Унта ачасен сасси янăрать. Ачалăх телейпе тулнă. Телейпе тулнă ачалăх – чи пысăк еткер. Манăн телей — ман ачасен телейĕ.
Роза ВЛАСОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментари хушас