Грипп тата ОРВИ чирĕсемпе çыхăннă эпидеми лару-тăрăвне тишкерчĕç

2 Пуш, 2020

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлу грипп тата ОРВИ чирĕсемпе çыхăннă эпидеми лару-тăрăвне тишкернинчен пуçланчĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, «лару-тăру йĕркеллĕ, чирлисен шучĕ чакса пырать». Республикăра 6,5 пин çын чирленине палăртнă — кашни 100 пин çын пуçне 532-ĕн. Пĕтĕмпе 208 çынна госпитализацилеме тивнĕ. Ĕç-пуç çивĕч шая çĕкленменнине Чăваш Енĕн «тĕп врачĕ» нумай çынна вакцинациленинче, вăхăтра йышăннă ытти мерăра курать.

Паллах, коронавирусран сыхланасси пирки те калаçу пулчĕ. Китайран кунта ĕçлеме килнĕ çынсен карантинĕ вĕçленнĕ — вĕсене больницăран кăларнă. Хамăрăн граждансем, виçĕ çын, Италире пулнă — киле таврăннăскерсене халь сăнаса тăраççĕ. Владимир Геннадьевич аптекăсенче медицина маскисем çителĕксĕрри пирки те каларĕ. Унччен вируссенчен сыхланмалли çав хатĕрсен саппасĕ виçĕ уйăхлăх пулнă, халь вара — пĕр уйăхлăх кăна. Çитменнине, çĕнĕ партисем кÿресси те чăрмавлă — маскăсем вĕсене туса кăларакансен те çук иккен.

Олег Николаев вара граждансене, медицина учрежденийĕсене эмел препарачĕсемпе тивĕçтерессипе пайăррăн кăсăкланчĕ. «Фармаци» патшалăх унитари предприятийĕн ĕçне тиркерĕ. Эмелсемпе тивĕçтересси централизациленĕ майпа пурнăçланмалла, анчах «Фармаци» асăннă ĕçĕн пĕр пайне кăна хăйĕн çине илет, кунашкаллипе, Олег Алексеевич шучĕпе, çырлахма юрамасть: «Кун пек централизаци мĕн тума кирлĕ?» Ĕç-пуçа тĕплĕрех хакламашкăн вăл медицина учрежденийĕсен тĕп врачĕсене явăçтарса анлă ыйтăм йĕркелеме хушрĕ, унăн кăтартăвĕсене тĕпе хурса ыйтăва ятарласа пухăнса тĕплĕн тишкермеллине палăртрĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас