Новости по теме

27 Нарăс, 2020

Чăваш чĕлхи интернета парăнтарать

Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче «Яндекс. Переводчик» вырăсларан чăвашла, чăвашларан вырăсла куçарма тытăнчĕ. Паян Чăваш наци библиотекинче çак пулăма халалласа «Чăваш чĕлхи — тĕнче уççи» хăтлав иртрĕ.

27 Нарăс, 2020

Нацпроектсем тимлĕх ыйтаççĕ

Наци проекчĕсем республикăра ăнăçлă пурнăçланаççĕ теме хăнăхнă та — ку енĕпе самай пысăк çитменлĕхсем пурри пирки влаçсем уççăн каласса журналистсем те кĕтменччĕ пуль. Шăпах вĕсем тавра кĕçнерникун ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче çивĕч калаçу пулчĕ.

27 Нарăс, 2020

Çĕнĕлĕхсемпе кăсăклансах паллашрĕç

Паян Регионсен хушшинчи «Çĕр улми — 2020» отрасль куравĕ Шупашкарти А.Николаев урамĕнчи «Николаевский» суту-илÿ комплексĕнче вун иккĕмĕш хут уçăлчĕ.

26 Нарăс, 2020

Банкирсен сĕнĕвĕсем те аталанăва пулăшчăр

Чăваш Енĕн Финанс министерстви пуçарнипе юнкун республикăри кредит организацийĕсен ертÿçисем Правительство çуртĕнче Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕпе Анатолий Аксаковпа «çавра сĕтел» хушшинче тĕл пулчĕç.

26 Нарăс, 2020

Бюджета улшăну кĕртнине кам епле хаклать?

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе паян иртнĕ ларăвĕнче республикăн 2020 çулхи тата 2021, 2022 çулсенчи планпа пăхнă тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккуна кĕртмелли улшăнусене ырларĕç. Кун пирки кам мĕнлерех шухăшлать-ха?

Виктор КОСАЧЕВ, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:

26 Нарăс, 2020

Тылра та Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ

…Совет Союзне нимĕç фашисчĕсем тапăнсан пĕтĕм халăх Тăван çĕршыва хÿтĕлеме çĕкленнĕ. Тăшман аякра пулин те Чăваш Енре те хĕрÿ тапхăр пуçланнă. 1941 çулхи кĕркунне Сăр тăрăхĕпе иртекен оборона линине тума тытăннă. Республика историйĕнчи чи пысăк строительствăра куллен 100 пин ытла çын, тĕпрен илсен хĕрарăмсем, ватăсемпе вĕтĕсем вăй хунă. Хĕллехи шартлама сивĕсен вăхăтĕнче те ĕç татăлман. Лини 380 çухрăма тăсăлнă, 4 897 000 кубла метр çĕр чавса кăларнă…

26 Нарăс, 2020

Теплицăсен лаптăкне те, тухăçлăхне те ÿстермелле

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» тата «Новочебоксарский» обществăсен теплицисене çитсе курчĕ.

26 Нарăс, 2020

Чиновниксене тиркемелли çук, çапах кăлтăк тупăнать

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе паян иртнĕ ларăвĕнче республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсем Раççей Президенчĕн хушăвĕсене пурнăçлассипе çыхăннă дисциплинăна ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Николай Каргин тишкерчĕ.

26 Нарăс, 2020

Хушма миллиардсем – бюджет валли

Министрсен Кабинечĕн паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче республикăн 2020 çулхи тата 2021, 2022 çулсенчи планпа пăхнă тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккуна кĕртме

Pages