Комментари хушас

26 Нарăс, 2020

Тылра та Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ

…Совет Союзне нимĕç фашисчĕсем тапăнсан пĕтĕм халăх Тăван çĕршыва хÿтĕлеме çĕкленнĕ. Тăшман аякра пулин те Чăваш Енре те хĕрÿ тапхăр пуçланнă. 1941 çулхи кĕркунне Сăр тăрăхĕпе иртекен оборона линине тума тытăннă. Республика историйĕнчи чи пысăк строительствăра куллен 100 пин ытла çын, тĕпрен илсен хĕрарăмсем, ватăсемпе вĕтĕсем вăй хунă. Хĕллехи шартлама сивĕсен вăхăтĕнче те ĕç татăлман. Лини 380 çухрăма тăсăлнă, 4 897 000 кубла метр çĕр чавса кăларнă…

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ЧР хальхи истори архивĕ йĕркеленĕ «Халăх астăвăмĕ. Çĕнтерĕве упрар!» акцие хутшăннă май çак çынсен паттăрлăхне аса илни питех те пĕлтерĕшлĕ пулассине палăртрĕ. «Оборона линийĕн чи пысăк пайĕ Чăваш Ен урлă иртнĕ. Унта пирĕн тăрăхри çынсем вăйне-халне шеллемесĕр тăрăшнă. Вĕсем пирки пирĕн аса илмелле, çамрăк ăрăва каласа кăтартмалла», — терĕ вăл.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.