Комментари хушас

26 Нарăс, 2020

Бюджета улшăну кĕртнине кам епле хаклать?

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе паян иртнĕ ларăвĕнче республикăн 2020 çулхи тата 2021, 2022 çулсенчи планпа пăхнă тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккуна кĕртмелли улшăнусене ырларĕç. Кун пирки кам мĕнлерех шухăшлать-ха?

Виктор КОСАЧЕВ, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:

2020 çулхи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсен шутĕнче — Элĕкри тата Елчĕкри коммуналлă хытă каяшсене вырнаçтарнă май сиенленнĕ çĕрсене рекультивацилесси. Ку ĕçсене регионăн «Таса çĕршыв» проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлатпăр, вăл «Экологи» наци проекчĕн тытăмне кĕрет. Çак тĕллевпе 35 миллион тенкĕ ытла уйăрма палăртнă.

Унсăр пуçне кăçал Сăр юхан шывĕн çулне тасатассине планлатпăр, çакă Улатăр хулине шывпа шанчăклăн тивĕçтерме май парĕ.

Кăçал çавăн пекех республикăн Хĕрлĕ кĕнекин çĕнĕ версине кăларма палăртнă. Унтан 97 йышши ÿсен-тăрана, 22 йышши кăмпана кăларнă, 85 йышши ÿсен-тăранпа 47 йышши кăмпана кĕнекене кĕртнĕ.

Александр ГЕРОЕВ, ЧР строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:

Бюджета улшăнусем кĕртнĕ май картишсене тата тротуарсене, муниципалитетсен территорийĕсене хăтлăлатма 1,5 миллиард тенкĕ уйăрассине çирĕплетнĕ. Картишсем çĕнĕ требованисене тивĕçтерĕç. Çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен шăпах картишсен территорийĕсем кулленхи пурнăçри хăтлăха йĕркелеççĕ, республикăра пурăнакан кашни виççĕмĕш çын пурăнмалли хутлăх пахалăхĕ лайăхланнине туйĕ.

Çавăн пекех бюджетра çĕнĕ ăшă сечĕсем тумалли проектпа смета документацийĕ хатĕрлеме те укçа уйăрассине çирĕплетнĕ. Ăшă сечĕсене модернизацилени граждансем ăшăшăн тÿлемелли виçене те чакарма май парĕ.

Михаил БОГАРАТОВ, ЧР спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:

Физкультурăпа спорта аталантарма республика бюджетĕнче 1,1 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă. Бюджета улшăнусем кĕртнĕ май тата 414 миллион тенкĕ уйăрнă. Укçан пысăк пайĕ — спорт шкулĕсен пурлăхпа техника базине çĕнетме. Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш шкулĕ реконструкципе юсав валли 132 миллион тенкĕ илĕ. Çавăн пекех хоккей спорт шкулĕн усă курман компрессор станцийĕн çуртне реконструкцилеме 56 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Унта спортпа сывлăх комплексĕ пулĕ. Реконструкцилемелли пысăк тепĕр объект — Шупашкарти «Энергия» стадион. Унта футбол уйне çĕнетесшĕн, çакăн валли бюджетра 46 миллион тенкĕ ытла пăхса хăварнă.

Владимир СТЕПАНОВ, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:

Кăçал медицина отраслĕ валли хушма 1,1 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Çав шутра ревпублика бюджечĕн шучĕпе — 0,9 миллиард тенкĕ. Укçан çурринчен ытларах пайне медицина организацийĕсен пурлăхпа техника базине çĕнетме яратпăр. Пĕтĕмпе вара сывлăх сыхлавĕн кăçалхи тăкакĕсем 22,9 миллиард тенкĕпе танлашĕç — пĕлтĕрхинчен 6% нумайрах. Çав шутра сиплев учрежденийĕсен капиталлă юсавĕ, çĕнĕ оборудованипе сĕтел-пукан валли — вертолет площадкисем тăвасси таранах. Çакă халăха кÿрекен медицина пулăшăвĕн пахалăхне пысăклатма май парĕ.

Владимир ОСИПОВ, транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:

Бюджета улшăнусем кĕртме йышăннă май Транспорт министерстви валли хушма укçа уйăрма палăртнă. Çав шутра 140 миллион тенкĕ — газокомпрессор заправка станцийĕсем тума. Çавăн пекех хула çумĕнчи чукун çул транспортне субсидилеме, районсенчи çулсене юсама тата реконструкцилеме те хушма укçа пулĕ. Пассажирсене шыв транспорчĕпе илсе çÿрессин хăрушсăрлăхне тивĕçтерме — 7,8 миллион тенкĕ. Сăмах Шупашкартан пассажирсене Атăл леш енне илсе каçассине тепĕр хут йĕркелесси пирки пырать. Ку енĕпе халь юхан шыв порчĕпе калаçатпăр, Атăл урлă çул çÿрев кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса уçăласса шантапăр.

Алена ЕЛИЗАРОВА, ЧР ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:

Социаллă хÿтлĕх валли бюджетра 2 миллиард тенкĕ ытла хушма укçа пăхса хăварнă. Чи малтанах — ĕç ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, ытти категорие паракан пособисене индексацилеме. Çав тÿлевсене республикăра виçĕ çул индексацилемен.

Çавăн пекех — Президент Çырăвне пурнăçласа 3-7 çулсенчи ачасемшĕн тÿлевпе тивĕçтересси. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен республикăна 1,6 миллиард тенкĕ параççĕ, Чăваш Ен бюджетĕнчен те укçа уйăраççĕ. Халь тивĕçлĕ документсене хатĕрлетпĕр, тÿлеве утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пама пуçласшăн. Çак тÿлеве сахал тупăшлă çемьесем илĕç. Малтанлăха шутласа пăхăнă тăрăх, вăл пĕтĕмпе 19 пин çемьене пырса тивĕ — 37 пин ача пулăшăва тивĕçĕ. Кашни ачашăн паракан виçе ачана пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçен çуррипе танлашĕ — 4,7 пин тенкĕ ытларах.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: