Комментари хушас

26 Нарăс, 2020

Банкирсен сĕнĕвĕсем те аталанăва пулăшчăр

Чăваш Енĕн Финанс министерстви пуçарнипе юнкун республикăри кредит организацийĕсен ертÿçисем Правительство çуртĕнче Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕпе Анатолий Аксаковпа «çавра сĕтел» хушшинче тĕл пулчĕç.

Пухăннисем строительство организацийĕсем эскроу шучĕсемпе ĕçленипе, уйрăм çынсен панкрутлăхĕпе, граждансене палламалли биометри системипе çыхăннă ыйтусене, ытти темăна сÿтсе яврĕç. Çав шутра — федераци саккунĕсене тÿрлетÿсем кĕртсе кăна татса памалли çивĕч ыйтусем те. Анатолий Аксаков сĕнÿсене хăйĕн ячĕпе ярса пама ыйтрĕ, вĕсене ĕçтешĕсемпе тишкерсе Думăра тишкермешкĕн тăратма шантарчĕ.

Вице-премьер — финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков Чăваш Енре Аслă экономика канашне йĕркелени çинчен каланă май ун çумĕнче банксен представителĕсенчен коллеги евĕр орган йĕркелеме чĕнсе каларĕ, вăл республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене татса пама пулăшĕ. Пухăннисем пуçарăва ырласа йышăнчĕç.

www.hypar.ru

Николай ДМИТРИЕВ.