Теплицăсен лаптăкне те, тухăçлăхне те ÿстермелле

26 Нарăс, 2020

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» тата «Новочебоксарский» обществăсен теплицисене çитсе курчĕ.

Олег Алексеевича пĕрремĕшĕнче — «Ольдеевская» агрофирмăн директорсен канашĕн председателĕ Евгения Беликова, иккĕмĕшĕнче «Новочебоксарский» теплица комплексĕн тĕп директорĕ Алексей Захватов производство аталанăвĕпе паллаштарчĕç. Агрофирмăра кĕленчеллĕ теплицăсен пĕтĕм лаптăкĕ 25,15 гектар йышăнать. Вĕсенче хăяр, помидор, баклажан, ытти ешĕл культура çитĕнет. Пĕлтĕр 9,1 пин тонна пахча çимĕç туса илнĕ.

«Новочебоксарский» ООО проектăн пĕрремĕш черетне /11 га/ 2019 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче хута янă. 2020-2021 çулсенче патшалăх пулăшăвĕпе усă курса тата 11 гектар ĕçе кĕртмелле. Çакă 230 рабочие пысăк шалупа тивĕçтерме май парĕ.

Олег Николаев кунта экологи енчен таса пахча çимĕç çитĕннине тата ăна туянакансем яланах хапăл пулнине шута илсе теплицăсен лаптăкне те, тухăçлăхне те ÿстермеллине, палăртнине пурнăçа кĕртме майсем çителĕклине палăртрĕ.

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас