Хушма миллиардсем – бюджет валли
Министрсен Кабинечĕн паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче республикăн 2020 çулхи тата 2021, 2022 çулсенчи планпа пăхнă тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккуна кĕртмелли улшăнусене ырларĕç.
Улшăнусемпе вице-премьер — финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Вăл бюджета кĕртмелли тÿрлетÿсем Раççей Президенчĕн Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсемпе, регион ертÿçин сĕнĕвĕсемпе тата муниципалитетсен влаçĕсен ыйтăвĕсемпе никĕсленнине палăртрĕ. Чăваш Енĕн кăçалхи бюджечĕн тупăш пайĕ 6,1 миллиард ытла тенкĕлĕх хушăнать. Маларах палăртнă бюджет калăпăшĕнчен -11, пĕлтĕрхи бюджетран 5% пысăкрах. Çапла вара бюджетăн кăçалхи тупăшĕ 61,89 миллиард тенке яхăн пулĕ. Çак хушăмăн тĕп пайĕ, 6 миллиард тенкĕ патнелле, федераци бюджетĕнчен уйăракан укçа, хамăрăн тупăш — 162 миллион тенке яхăн. Михаил Геннадьевич каланă тăрăх, Мускав региона пама палăртакан укçа çакăнпа иксĕлмест-ха — тата 400 миллион тенкĕ уйăрас шанăç пур, анчах çак виçене бюджет саккунне «тÿрлетекен» проектра хальлĕхе шута илмен.
Тупăш пысăкланнине кура, паллах, тăкаксем те ÿсеççĕ — 7,6 миллиард тенке яхăнах. Социаллă ыйтусене татса памалли тăкаксем палăрмаллах хушăнаççĕ. Министр çакă чи малтан Президент Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсем — тĕрлĕ категорие пособисем тÿлеме, социаллă контракт тата ытти — валли уйăракан укçа пысăккипе сăлтавланнине çирĕплетрĕ. Çавăн пекех тăлăхсене хваттерсемпе тивĕçтермелли тăкаксем те курăмлă. Çакăн валли бюджетра пĕтĕмпе 380 миллион тенкĕ пăхса хăвараççĕ — 350 тăлăх хваттерлĕ пулĕ. Тата — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе 25-шер пин тенкĕ тÿлеме.
Вĕрентÿ, медицина, культура, спорт сферисемшĕн те хушма тĕрев пулĕ — çĕр-çĕр миллион тенкĕ хушăнать. Муниципалитетсем те малтан палăртнинчен 300 миллион тенкĕ ытларах илĕç. Улшăнусене ырласа саккун проектне Патшалăх Канашне тишкермешкĕн пама йышăнчĕç. Парламент ăна пăхса тухассине вăраха ямĕ. Альбина Егорова спикер çитес эрне пуçламăшĕнчех депутсемпе пухăнса сÿтсе явассине палăртрĕ, унтан вара сессире тишкересси те нумай кĕттермĕ.
Николай КОНОВАЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас