Нацпроектсем тимлĕх ыйтаççĕ

27 Нарăс, 2020

Наци проекчĕсем республикăра ăнăçлă пурнăçланаççĕ теме хăнăхнă та — ку енĕпе самай пысăк çитменлĕхсем пурри пирки влаçсем уççăн каласса журналистсем те кĕтменччĕ пуль. Шăпах вĕсем тавра кĕçнерникун ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче çивĕч калаçу пулчĕ.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев чи малтанах республикăра нацпроектсем мĕнле пурнăçланнине кăтартакан уçăмлă информаци çуккишĕн ÿпкелерĕ. Хăй интернетра икĕ сехете яхăнах шыраса ларнă-мĕн — пĕтĕмлетÿллĕ ÿкерчĕк сăнлама май килмен. Çавна май вăл информполитика министрне ку енĕпе ятарлă сайт йĕркелес ыйтăва татса пама хушрĕ — ăна вăраха ямасăр тумалла.

Анчах тиркемелли çакă çеç те мар-çке. Уйрăм нацпроектсене пурнăçласси те уксахлать. Çав шутра — демографипе, экологипе çыыхăннисем. Проектпа пăхнă ача сачĕсене вăхăтра хута ярайманни, водопровод, тасатакан сооруженисен строительствине пурнăçлакан подрядчиксене вăхăтра укçа тÿлеменни тата ытти те — «çылăхсен» списокĕ самай вăрăм. Çавăнпа ларура яваплăх ыйтăвĕсем мала тухрĕç - регион ертÿçи тĕрĕслев ĕçне вăйлатмалли пирки асăрхаттарчĕ, халь пĕтĕм ĕç наци проекчĕсене пурнăçласси тавра йĕркеленнине кура стратеги аталанăвĕн канашĕн ларăвне те кварталсерен мар, уйăхсерен ирттерме сĕнчĕ — çакă кулленхи ĕçе тишкерсе хаклама, кирлĕ мерăсене вăраха ямасăр йышăнма май парĕ.

Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн ытларикунхи номерĕнче.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас