Комментари хушас

3 Пуш, 2020

Олег Николаев процент ставкине пĕчĕклетме пуçару турĕ

Паян Шупашкарта республикăн агропромышленноç комплексĕпе, апат-çимĕç рынокĕн конъюктурин улшăнăвĕсене мониторинглассипе, çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн тата ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ.

Унта районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе вĕсен заместителĕсем, агропромышленноçăн мĕн пур харпăрлăхлă предприятийĕсен ертÿçисем, федераципе республикăн вĕсемпе çыхăнса ĕçлекен органĕсен представителĕсем хутшăнчĕç. Республика агропромышленноçĕн 2019 çулхи аталанăвне тишкерчĕç тата 2020 çулхи тĕллевĕсене палăртрĕç. Ку ыйтупа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов доклад турĕ. «Пĕлтĕр республика агропромышленноçне пулăшма патшалăх 2,8 млрд тенкĕ е 2018 çулхинчен 2,4% нумайрах хыврĕ, — терĕ. — Çав тĕллевех пурнăçлама 2020 çулта 3,3 млрд тенкĕ явăçтарма палăртнă».

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш Ен агропромышленноçĕн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне «позитивлă» тесе хак пачĕ, ăратлă ĕнесен кĕтĕвне пысăклатнăшăн, ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче кашни ĕнерен вăтамран сĕт 2018 çулхинчен самай ытларах суса илнĕшĕн, ытти енĕпе лайăхрах ĕçленĕшĕн мухтарĕ. Çапах та ÿсĕмсемпе лăпланмалла мар, кăçал пĕлтĕрхинчен лайăхрах ĕçлемелле терĕ.

Олег Николаев аграрисене кăçал 200 пуç выльăха вырнаçтармалли комплекссем, комбикорм хатĕрлемелли заводсем тумалли, çĕнĕ техника туянмалли, çĕр улми туса илессине вăйлатмалли программăсене пурнăçлама хастартарах хутшăнма чĕнсе каларĕ. Кăçалтан вăя кĕртнĕ ял ипотекин 3 процентлă ставкине пĕчĕклетес тĕллевпе республика бюджетĕнчен субсиди уйăрас ыйтупа пуçару турĕ. Çак ыйтăва татса парсан ялсенче пурăнакансен сахал тупăш илекен категорийĕсем те ку ипотекăна илме пултараççĕ. Çакăн çинчен тĕплĕнрех «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче пĕлтерĕпĕр.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Рубрика: