Пĕрле чухне чăрмав хăрушă мар

3 Пуш, 2020

Пин-пин çул каяллах çапла шухăшланă пирĕн несĕлсем. Паян та асра тытаççĕ çакна ентешсем. Ăна пĕр тĕслĕхпе çирĕплетнĕ пулăттăм: Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă уява çыхăнтаракан, пĕр чăмăра пуçтаракан чĕнÿ — «Пĕрле» сăмах.

Ун пирки пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче уявăн концепцийĕпе мероприятийĕсен планĕпе паллаштарнă чухне пĕлтерчĕ те ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Салаева.

Концепци никĕсĕнче — чăваш халăхĕн пуян историйĕ, хăйне евĕрлĕ культурипе йăли-йĕрки, унăн мухтавлă çыннисем.

Кăçалхи пысăк мероприятисем пурте паллă çак пулăмпа çыхăнĕç: ака уйăхĕнче иртекен Пĕтĕм тĕнчери 24-мĕш балет фестивалĕ, çамрăксен «Çамрăк хула» форумĕ, Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль. «Амазони» этнокомплексра уçă тÿпе айĕнче фильмсем кăтартĕç. «Нарспи» мюзиклпа К.В.Иванов скверĕнче киленме май пулĕ, Атăл хĕрринче «Классика çыранĕ» фестиваль ĕçлĕ, унта инструмент тата хор коллективĕсен концерчĕсем куракансене пуçтарĕç.

Алла Леонидовна çавăн пекех хальхи вăхăтра Чăваш Енĕн культура кунĕсен Мускаври программине хатĕрлес ĕç пынине пĕлтерчĕ. Вĕсем çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче иртĕç.

Уявăн ĕçлĕ программипе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Иван Моторин паллаштарчĕ.

Ĕçпе çыхăннă мероприятисем те уяв кунĕччĕн чылай маларахах пуçланĕç. Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче тĕп хулари пăр керменĕнче федераци шайĕнчи «Манăн бизнес» форум уçăлĕ. Унта федерацин Атăлçи округĕнчи тата ытти хутлăхри 2-4 пин предприниматель хутшăнасса кĕтеççĕ.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев палăртнă тăрăх — «Хăнасене хапăл Чăваш Ен» фестивале сăра тата фермерсен «Хамăрăн» фестивалĕсем пуянлантнă пулĕччĕç, вырăнта туса кăларакан таварсене çул уçса парĕччĕç. Олег Алексеевич çавăн пекех республикăн автоçул тата федераци трассисене концепцире асăннă сĕнÿсемпе усă курса тирпей-илем кÿмеллине палăртрĕ.

 Елена БАДАЕВА, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти çăкăр пĕçерекен 1- мĕш заводăн директорĕ:
- Республика уявĕ - çăкăр пĕçерекенсен уявĕ те. Хамăр енчен сувенир продукчĕсем хатĕрлеме сăмах паратпăр. Ял- хула çыннисем çеç мар, хăнасем те кăмăллă юлччăр тетпĕр.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас