Истори архивĕнче — уçă алăксен кунĕ
Паян, пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕ уçă алăксен кунне ирттерет. Ăна архивистсен уявĕпе çыхăнтарнă.
Архива килекенсем сайра тĕл пулакан документсемпе кĕнекесене курма пултараççĕ. Çакăнтах «Сăн ÿкерчĕк докуменчĕсенчи вăрçă вăхăтĕнчи самантсем» куравпа паллашма май пур. Ăна Раççейри Ас тăвăмпа Мухтав çулталăкне халалланă.
Уçă алăксен кунĕнче кашниех архивист вырăнĕнче ĕçлесе пăхма пултарать.
Марина ТУМАЛАНОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.